Юлия Илюхина 45 çул «КАМАЗ» заводра тăрăшать
Тутарстанăн экономики нумай енлӗ пулнине кура чăваш хӗрарăмӗ ӗçлемен пӗр отрасль те çук пирӗн
Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнче çуралса ӳснӗ Юлия Ивановна Илюхина та акă пурнăçне «КАМАЗ» автогигантпа çыхăнтарнă. Профсоюз енӗпе тăрăшать вăл кунта. Заводра ӗçлеме тытăннăранпа кăçал шăпах 45 çул çитет. Калама кăна вӗт, çур ӗмӗре яхăн. Çак вăхăтранпа конвеертан миçе «КАМАЗ» машина тухнине тăруках калама та йывăр. Коллективри кашни çын Юлия Ивановнăна лайăх паллать, мӗншӗн тесен вăл кашнинпе пӗр чӗлхе тупать, май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать.
Юлия Ивановна Илюхина «КАМАЗ» ПАОра ӗçлеме тытăннин çавра çулне кăна мар, хăйӗн юбилейне те паллă тăвать кăçал. Февралӗн 28-мӗшӗнче 70 тултарчӗ вăл. Çулӗсене пăхмасăр вашават-ха, хăйне шаннă ӗçе яланхи пекех тӗрӗс те тӗплӗ пурнăçлать. Ӗçтешӗсем ăна ырă кăмăлӗпе профессионализмӗшӗн хисеплеççӗ. Халӗ те акă коллективри мӗнпур арçын ятӗнчен ăна çывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗпе Мартăн 8-мӗшӗпе тата иртсе кайнă çуралнă кунӗпе саламлама ыйтрӗç. «КАМАЗ» ПАО ветеранне Юлия Ивановна Илюхинăна эпир те хамăр тата «Сувар» вулаканӗсен ятӗнчен хӗрӳллӗн саламласа çирӗп сывлăх, ӗçре ăнăçу, иксӗлми вăй-хал сунатпăр.
Ирина НИКОЛАЕВА.
Ю.Ульянов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев