Юн пусăмне тӗрӗслесси – сывлăха инвестици хывни
Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, халăхăн виççӗмӗш пайӗ юн пусăмӗ хăпарнипе аптăрать. Республикăри общество сывлăхӗпе медицина профилактикин центрӗн тухтăрӗсем юн пусăмне сăнамаллине палăртаççӗ.
Гипертони – чи анлă сарăлнă вăраха кайнă чирсенчен пӗри, чирлекенсен шучӗ ӳснӗçемӗн ӳсет. Юн пусăмӗ хăпарнине нумай çын сывлăх енчен улшăнусем пулма тытăнсан кăна сисет. Вăрах вăхăт хушши пусăм ӳсни юн тымарӗсем çине начар витӗм кӳрет. Ку тромбсем пулас хăрушлăха ӳстерет, шалти органсене юнпа тивӗçтерессине япăхлатать. Çавна пула инсульт тата инфаркт пулма пултарать.
Чӗрепе юн тымарӗсен тытăмӗн сывлăхне мӗнле упрамалла?
Тухтăр сӗнӗвӗсем:
- Мӗн çинине пăхса тухмалла, тӗрӗс апатламалла. Чи малтанах тăвар виçине кунне 5 грамм таран чакармалла, пахча çимӗç, улма-çырла ытларах çимелле, кофе, эрех-сăра, çавăн пекех тутă çупа трансжирсене чакармалла.
- Спортпа туслашмалла. Эрнере 5 хут 30-шар минут утмалла, е ишмелле е велосипедпа ярăнмалла.
- Йывăрăша тӗрӗслесех тăмалла. Кӗлетке йывăрăшӗ кăшт чакни те пусăм кăтартăвӗсене палăрмаллах лайăхлатма пултарать.
- Стрессенчен асăрханăр. Медитаци, сывлав практикисем тата çителӗклӗ çывăрни ăна парăнтарма пулăшать.
- Сиенлӗ йăласенчен хăтăлмалла. Пирус туртни, эрех-сăрапа иртӗхни сывлăха самай сиен кӳрет.
Килте е тухтăр патӗнче юн пусăмне тăтăшах тӗрӗслесе тăрăр. . Сывлăх енчен çирӗп çыннăн юн пусăмӗ 120/80 пулмалла. Кăтартусем 140/90-ран çӳллӗрех пулсан тухтăр патне кайăр. Медиксем юн пусăмне тӗрӗслесси – сывлăха инвестици хывни пулнине палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев