Юрий Сементер – 85 çулта
Чăваш чӗлхи – Эс ылтăн-кӗмӗлтен те хаклăрах, Хӗрӳ те хӳхӗм хӗвелпе танах, Чуна пырса тивет кашни сăмах... («Чăваш чӗлхи», Ю.Сементер).
Çак йӗркесен авторӗ Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер (Семенов) январӗн 2-мӗшӗнче 85 çул тултарчӗ. Вăл 1941 çуллта Чăваш Енри Красноармейски районӗнчи Танăш ялӗнче çуралнă. Юрий Семетер çырнисене çӗршыври, тӗнчери халăхсен 20 ытла чӗлхине куçарнă. Юрий Семенович хăй те вырăсла, чăвашла куçарнисем нумай.
Чӑваш Республикин Хальхи историйӗн патшалӑх архивӗ Чăваш халăх поэчӗн юбилейӗ тӗлне курав хатӗрленӗ. Январӗн 22-мӗшӗнче куракансене, поэт творчествине килӗштерекенсене «Чӑваш чунӗн тӗкӗрӗ» экспозицие уçнă çӗре йыхравлать. Ӑна Чӑваш Енӗн паллӑ поэчӗ, тӑлмачӗ, халӑх поэчӗ Юрий Семенович Семендер (Семенов) çуралнӑранпа 85 çул çитнине халалланӑ. Экспозицире 1962-2023 çулсенче хаçат-журналта пичетленнӗ автобиографи, сӑвӑсемпе поэмӑсем, юрӑсен пуххисем, сăнӳкерчӗксем тата поэтӑн пултарулӑхне туллин хаклама май паракан ытти хаклӑ материалсем. Пӗрремӗш литература опычӗсенчен пуçласа çитӗнсе пысăк çыравçă хайлавӗсем таранах, поэт пулса тӑнинчен пуçласа республика, пӗтӗм Раççей шайӗнче сум иличчен. Курав Патшалăх архивӗн вулав залӗнче уçăлать.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев