Юхма Мишши 90 çул тултарчӗ
Паян чăваш халăх писателĕ, пултаруллă поэт, драматург, куçаруçă, педагог Юхма Мишши хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать.
Михаил Николаевич Юхма (Ильин) 1936 çулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Сăкăт ялӗнче çуралнă. Вăл – прозаик, драматург, куçаруçă, публицист, обществăлла деятель, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ (1964). И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1961), А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ çумӗнчи Литературăн Аслă курсне (1977), ГИТИС çумӗнчи Театрăн Аслă курсне (1979) пӗтернӗ. Чăвашсен обществăпа культура центрне йӗркелесе ярса (1989) ертсе пырать. 1992 çултанпа Чăваш писателӗсен союзӗн, каярахпа (2006) ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн пуçлăхӗ. 1966 çултанпа – профессиллӗ писатель.
Вăл 300 яхăн кӗнеке çырса халăх патне çитернӗ, чылай кӗнекине ют çӗршыв тата Раççей халăхӗсен чӗлхисем çине куçарнă. Пархатарлă нумай ӗçленӗшӗн тӗрлӗ наградăсемпе хисеп ячӗсене тивӗçнӗ. 1993 çултанпа – Чăваш халăх писателӗ.
Эпир, суварçăсем Михаил Николаевича çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр, сывлăх, иксӗлме вăй-хал, вăрăм ӗмӗр сунатпăр! Чăваш халăх историе çинчен тата интереслӗ хайлавсем кӗтетпӗр Сирӗнтен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев