Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Степановича мăнукӗсем вăй параççӗ

– Уроксем хыççăн лашапа ӗçе каяттăм, каçпа киле таврăннă чух кӳме çине выльăх валли апат хурса килеттӗм. Ачаллах çурт çынни, пурнăç çынни пулнă вӗт-ха эпӗ, – йăл кулать çитмӗл урлă каçнă пенсионер. – Хамăр ялта 4 класс пӗтерсен 5-мӗш класран 8-мӗш класчен кӳршӗ яла, Киштеке шкула çӳрерӗм, кайран тата çӗрлехи шкула. Киштек пирӗн ялтан пилӗк çухрăмра вырнаçнă. Унта эпӗ виçӗ çул вӗрентӗм. Кăнтăрла фермăра ӗçлеттӗм, каçпа вара юланут утланса вӗренме каяттăм. Таврăннă чух юланута колхоз картишне тăварса хăвараттăм. Мана лаша та шанса парса янă вӗт-ха, – тет Иван Степанович хăйӗнчен хăй тӗлӗнсе.

Çыннăн пурнăçӗ, шухăш-ӗмӗчӗ, хуйхи-суйхи, савăнăçӗ халăхăннипе пӗр пулсан, çав çын телейлӗ теме те пулать. Иван Степанович Никоноров 1949 çулта декабрӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче çуралнă. 

Нумай ачаллă çемьерен пулнăран мӗн ачаран ӗçпе пиçӗхсе ӳснӗ. Саккăр тултарса тăхăр çула кайсанах ăна колхозра лаша шанса параççӗ.

– Уроксем хыççăн лашапа ӗçе каяттăм, каçпа киле таврăннă чух кӳме çине выльăх валли апат хурса килеттӗм. Ачаллах çурт çынни, пурнăç çынни пулнă вӗт-ха эпӗ, – йăл кулать çитмӗл урлă каçнă пенсионер. – Хамăр ялта 4 класс пӗтерсен 5-мӗш класран 8-мӗш класчен кӳршӗ яла, Киштеке шкула çӳрерӗм, кайран тата çӗрлехи шкула. Киштек пирӗн ялтан пилӗк çухрăмра вырнаçнă. Унта эпӗ виçӗ çул вӗрентӗм. Кăнтăрла фермăра ӗçлеттӗм, каçпа вара юланут утланса вӗренме каяттăм. Таврăннă чух юланута колхоз картишне тăварса хăвараттăм. Мана лаша та шанса парса янă вӗт-ха, – тет Иван Степанович хăйӗнчен хăй тӗлӗнсе.

Ӳссе çитӗнсе каччă пулсан Ваня тете Альших хӗрне, Нина аппана, куç хывать. 1973 çулта кӗркунне Октябрь праçникӗнче туй туса пӗрлешеççӗ вӗсем. Çемьере ывăлпа хӗр, Костя тата Оксана, çуралаççӗ.

Анчах пурăнан пурнăçра тӗрлӗрен пулать – аванни те нумай, начарри те сахал мар. 1999 çулта Ваня тетен мăшăрӗ Нина аппа ăнсăртран хытă чирлесе ӳксе пурнăçран уйрăлать. Иван Степанович пӗчченех тăрса юлать. Ывăлӗ Костя, вăл вăхăтра Мускавра аслă шкулта вӗреннӗ, Оксана Пăвара пӗлӳ пухнă. Часах Оксана качча каять. Унăн та икӗ ача çуралать – Ангелинăпа Коля. Анчах  мăшăрӗ нумай пурăнаймасть, вăхăтсăр çӗре кӗрет.

Мăшăрӗ вилсен Оксана виçӗ çултан тепре качча тухать. Ульяновск облаçне. Пӗчӗк ачасене, Ангелинăпа Кольăна, Иван Степанович парса ямасть, хăй пăхса ӳстерме шутлать. Ун чух Ангелина – çичӗ çулта, Коля улттăра пулнă. Çапла ачасемшӗн вăл ашшӗ те, амăшӗ те, кукашшӗ те, кукамăшӗ те пулать.

Йăмăкӗсем каланă тăрăх, Иван Степанович ачасемшӗн тем тума та хатӗр. Ялта кивӗ пӳрт илсе, пӗччен тенӗ пек, çӗнӗ çурт туса хурать. Тӗп кил никӗсне çухатас мар тесе ашшӗпе амăшӗн çуннă пӳрчӗ вырăнне вӗр-çӗнӗ тепӗр çурт лартать.

– Пирӗн тете икӗ çуртне те тип-тирпейлӗ тытса тăрать. Пахчисенче те пӗр çум çук вӗт-ха унăн. Икӗ пысăк çӗрулми пахчине те тап-таса хуратса, тирпейлесе тăрать – çумлать, çурать. Чӗкӗнтӗрӗ, кишӗрӗ, купăсти – пурте вырăнлă, – теççӗ тăванӗсем тӗлӗнсе те савăнса. – Ăçтан кăна вăй çитерет пулӗ пурне те пӗччен ӗлкӗрсе пыма?

Кил-çуртӗнче ӗлкӗрнипе кăна мар вӗт-ха тата Иван Степанович  «Туслăх» ушкăна та хутшăнать, спектакльте те пирӗнпе пӗрле вылярӗ.

Таврара Иван Степановича сума суман çын çук та пулӗ.

– Пирӗн тетен кăмăлӗ сӗре те ырă, алли ылтăн, пур ӗçе те çăмăллăнах тăвать. Кӳршӗ-аршăсене яланах пулăшма тăрăшать. Масар çине тирпейлеме те ӗлкӗрет. Никам пулăшăвӗсӗр, никамран укçа ыйтмасăр, хăй вăйӗпе Таккавар масарӗн пӳртне те лартса хучӗ, – теççӗ йăмăкӗсем тăван тетӗшне чун-чӗререн хисеплесе.

– Мана пурне те тӳсме, чăтма хамăн хаклăран та хаклă мăнуксем вăй парса пыраççӗ, – тет Иван Степанович кăмăллăн.

Халӗ ӗнтӗ Ангелинăпа Коля Пăвари медучилищӗре вӗренеççӗ, тухтăр пулма ӗмӗтленеççӗ. Кукашшӗне питӗ хытă юратаççӗ. Вăл хăй те ачисемшӗн чунне парать. Мăнукӗсем «5» паллă илсен те кукашшӗ вӗсемпе савăнать, мухтанать.

Иван Степановича çӳлти Турă татах та нумай-нумай çул савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр патăрччӗ ӗнтӗ.

Нина АЛБУТОВА.

Пăва районӗ,

Альших ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сельская жизнь