Тутарстанра йышлă çемьере çитӗнекен ачасене республикăри профессиллӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче куçăн майпа тӳлесе вӗреннин 30 процентне саплаштараççӗ.
ТР Министрсен Кабинечӗн çакăн пирки калакан постановленийӗ çине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă. Компенсаципе тивӗçтерес явапа ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствине панă. Республикăри Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информациллӗ технологисемпе çыхăну министерствине вара 2025 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗччен «Социальный регистр населения Республики Татарстан» ГИСа ӗçлесе çитерме хушнă.
Апла-тăк постановлени, ГИСа ӗçлесе çитерме хушнă пунктсăр пуçне, ноябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет. Анчах та документра каланă правăпа кăçалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӗренме пуçланисем усă курма пултараççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев