Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăç касса эрешлекен ăста Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнать

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан Ирина Спиридоновна Ярзуткинан пултарулăхӗ нумай енлӗ, тӗрлӗ япалапа кăсăкланать вăл. Йывăç касса эрешленине, мозаикăпа ӗçленине сахал кам пӗлет-тӗр.

Çемьере ултă хӗр вӗсем, пурте мӗн ачаран медицина сестри пулма ӗмӗтленсе ӳснӗ. Ялта участок больници ӗçленӗ вăл вăхăтра, шăп çавăнта медицина сестрисем ял-йыша мӗнле пулăшни хавхалантарнă та хӗрсене. Ирина та акă Пăвари медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен, ӗмӗтленнӗ пекех, тăван ялти участок больницине ӗçе вырнаçнă.

Хăйсен ялӗнчи каччăпа Петрпа çемье çавăрнă хыççăн Ульяновск хулине пурăнма куçнă. Анчах темиçе çултан Ярзуткинсем тăван яла каялла таврăннă. Ирина Спиридоновна ялти шкулта лаборанткăра ӗçлеме тытăннă, каярах хăй профессийӗпех ӗç те тупăннă. Ялӗнчен инçе мар Канаш поселокне (Чăваш Енри Шăмăршă районне кӗрет вăл) фельдшера вырнаçнă. 2022 çулччен тăрăшнă вăл унта.

Тивӗçлӗ канура та ахаль лармасть Çӗнӗ Упи хӗрӗ, ял –йыш ăна ялти Ветерансемпе пенсионерсен канашӗн председательне суйланă. Аслă çултисем валли скандинави мелӗпе утасси, велосипед, йӗлтӗр, шахмат турнирӗ пек мероприятисем йӗркелет.

Тепӗр чун киленӗçӗ вара – ал ӗçӗ. Çыхма-тӗрлеме ăна амăшӗ вӗрентнӗ. Тăваттăмӗш класра чухнех хăй валли кофта çыхса тăхăнма пултарнă вăл. Çитӗнсе пынă май ал ӗçӗ ытларах та ытларах интереслентернӗ кăна, ыттисене вӗрентмешкăн «Чудесная игла» мастер-класс йӗркеленӗ. Харăсах темиçе меле алла илнӗ Ирина Спиридоновна: вак шăрçапа, атлас çиппе тӗрлесси, мозаика, йывăç касса эрешлесси. Вăл тӗрленӗ вырăн япалисем, вун-вун картини кил-çуртне илем кӳреççӗ халӗ. Кунсăр пуçне мăнукӗсем, пуканесемпе халап сăнарӗсем валли те тумсем çӗлесе капăрлатма ӳркенмест.

Сăмах май, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗ пуçарнă «Ал ăсти – 2025» район конкурсӗнче Ирина Спиридоновна Ярзуткина Гран-прие тивӗçрӗ.

Ирина Ярзуткина тата волонтер та. Упи Культура çуртӗнче «Доброе сердце» волонтер клубне йӗркелесе янă. Халӗ ял çыннисемпе пӗрле ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ, маскировка сеткисем çыхаççӗ. Фронта ăсатнă сеткăсен шучӗ çӗр штукран та иртнӗ ӗнтӗ.

Обществăлла ӗçе хастар илсе пыракан çак чăваш хӗрарăмӗ, паллах юратнă мăшăр, анне тата асаннепе кукамай.  Хӗрӗпе ывăлӗ, Надьăпа Михаил, аслă пӗлӳллӗ специалистсем, яваплă ӗçре тăрăшаççӗ.

«Нумай енлӗ таланчӗшӗн, хастарлăхӗпе ӗçе чунтан парăннăшăн Ирина Спиридоновнăна çав тери хисеплетпӗр эпир. Раççей пенсионерӗсен канашӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пурнăçне хастар хутшăнать вăл. Çăмăл атлетикăпа район, республика шайӗнчи ăмăртусенче мала тухса пысăк çитӗнӳсем турӗ. Эпир ăна ырă ӗçсенчи хастарлăхӗшӗн тав тăватпăр», – терӗ ун пирки Раççей пенсионерӗсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗн председателӗ Дилюза Азизова.

(Рашит ФАТХУЛЛОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество