Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал 7 пин ытла ачана лагерьте канма тӳлевсӗр путевка параççӗ

2025 çулта ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене сывлăха çирӗплетмелли лагерьсенче канма 7 пин ытла тӳлевсӗр путевка парасси çинченТР Министрсен кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ.

«2024 çулта мобилизаципе кайнисен çемйисенчен 6,1 пин ытла ачана канупа тата сыватупа тивӗçтертӗмӗр, 2025 çула план – 7,3 пин ытла ача», – тенӗ министр.

Кăçал ачасене гражданла-патриотла воспитани парас тӗллевпе 15 профильлӗ смена иртнине, вӗсене тăхăр тӗрлӗ учреждени йӗркеленине, унта пилӗк пин ытла ача хутшăнасса кӗтнине те каласа хăварнă ведомство пуçлăхӗ.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество молодежь минмолодежи патриотизм