Декабрӗн пуçламăшӗнче Раççейре инвалидсен декадине паллă тăваççӗ. Çак вăхăтра сусăрсемпе хавшак сывлăхлă çынсене уйрăм тимлӗх кӳрӗнет
Тутарстан Республикин ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова «Алран тытар-ха, юлташсем!» фестивалӗн гала-концертӗнче пулнă. Çак республика фестивале сывлăхӗ хавшак çынсен пултарулăхне халалланă. Ирттерме пуçланăранпа унта 5000 яхăн çын хутшăннă. Кăçал Хусантан тата Тутарстан Республикин тӗрлӗ районӗсенчен – 200 çын хутшăннă.
Социаллă инклюзине аталантарнăшăн Эльмира Зарипова ведомствăн Хисеп грамотисемпе С.Саид-Галиев ячӗллӗ Культура керменӗн балетмейстерне Надежда Будыленкона, Хусанти Советски районӗн пуçлăхне Роман Фатхутдинова
Министр фестивале хутшăнакансене пултарулăхри тата профессири ăнăçупа иксӗлми пурнăç энергийӗ суннă.
Нет комментариев