Кăçал Науруза 9 пин çын пырса курч
Ӗмӗрсем иртсен те йăла упранса юлнă. Иртнӗ шăматкун, мартăн 22-мӗшӗнче, Хусанти ипподромра Тутарстан Халăхсен Ассамблейине кӗрекен тӗрӗк халăхӗсем Çӗнӗ çула – Науруза – уявларӗç. Кăçал республика шайӗнчи уявра 9 пин çын пулса курчӗ. Ерçӳ тупса ипподрома çитейменнисем «ВКонтакте» социаллă сетьре онлайн мелӗпе пăхрӗç.
Ир-ирех уяв тӳремӗнче интерактивлă площадкăсем, курав-ярмăрккасем ӗçлеме пуçларӗç. Çакăнтах халăх вăййисене выляççӗ, наци ремеслисемпе паллаштараççӗ.
Азербайджанецсем, афганецсем, казахсем, пушкăртсем, таджиксем, турккăсем, узбексем, иранецсем, бурятсем, республикăри ытти наципе культура обществисем хăйсен апат-çимӗçне хатӗрленӗ.
Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Тутарстан Раисӗ, парламент, республика Правительствин ятӗнчен пухăннисене Наурузпа саламларӗ.
Уява уçнă çӗрте Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов, унăн çумӗ Ирина Терентьева, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Хусан Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн ертӳçи Азат Авзалов, Тутарстан халăхӗсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин пулчӗç. Таджикистан, Кăркăсстан, Казахстан, Туркменистан, Узбекистан, Беларусь, Турци тата Китай çӗршывӗсен дипломачӗсем те пынă Науруза.
Наурузăн пысăк концерт программи çулран çул анлăланать – кăçал унта 40 наци коллективӗ хутшăнчӗ. Тӗрлӗ халăхăн юрри-кӗвви сцена çинче улшăнсах тăчӗ, куракансем алă çупса юрăç-ташăçсене хавхалантарчӗç.
Анчах çак кун чи кӗтни, чи интереслентерекенни «Науруз Гузеле» пулчӗ. Пӗлтӗр Мускав облаçӗнчи «Крокус» концерт залӗнчи трагедие пула «Наурузра» чи хитре хӗре суйласси те пулмарӗ. Кăçал çак конкурса йӗркелӳçӗсем тата тăрăшуллăрах тăвас тенӗ курăнать, питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ. Ăна 2023 çулта «Науруз Гузеле» титула çӗнсе илнӗ Юлия Еремеева та палăртрӗ.
Кăçал та чăваш наци хӗрӗн илемне, пултарулăхне курса хаклама пултарчӗç конкурса куракансем. Элкел районӗнчи Хăратара çуралса ӳснӗ Лика Кашкарова Науруз пики титулӗшӗн тупăшма сцена çине тухрӗ. Ăна хатӗрленме пулăшаканӗ те, конкурсра уншăн хыпса çунаканӗ те «Аталан» çамрăкӗсем пулчӗç. Лика хăйне питӗ танлă тытрӗ, лайăх енчен кăтартрӗ.
«Науруз Гузеле – 2025» титула кăçал таджик хӗрӗ Хуснура Таирова çӗнсе илчӗ. Пӗрремӗш Вице-Мисс ятне азербайджан хӗрӗ Сабина Зарипова, иккӗмӗш Вице-Мисс пулма тутар хӗрӗ Алия Муллахметова тивӗçрӗç. Чăваш хӗрӗ Лика Кашкарова «Мисс ачашлăх» номинацире çӗнтерчӗ.
Яланхи пекех «Науруз Паттăрне» те палăртрӗç уявра. Кӗрнеклӗ каччăсем тупăшса вăй виçрӗç, хăйсем чăнах та çак ята тивӗççине ӗнентерчӗç. Конкурса хутшăннă 10 халăх йӗкӗчӗ хушшинче, паллах, чăваш каччи те пулчӗ – вăл Пăва хулинче çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанти патшалăх аграри университетӗнче вӗренекен Никита Ильин пулчӗ. Тивӗçлипе кăтартрӗ вăл хăйӗн пултарулăхне.
Сăнӳкерчӗксем Туслăх Çурчӗн тата ХПАУ пресс-службисен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев