Кăçал шкул пӗтернисенчен Тутарстанра тăваттăн ашшӗ-амăшне пула аттестатсăр тăрса юлнă
Чи япăххи — хăш-пӗр ашшӗ-амăш пӗтӗмӗшле патшалăх аттестацине хутшăнма ачисен персональнăй даннăйӗсене паманни. Вӗсем ППЭ-не хирӗç чăн-чăн информаци вăрçи пуçарчӗç. Чи начарри — çак хирӗçтăру самай ачан вӗренес пуласлăхне хуçрӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ.
Вӗрентӳпе наука министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, 9-мӗш класс хыççăн Тӗп патшалăх экзаменне паракансем кăçал пурӗ 43809-ăн пулнă. Вӗсем те вунпӗрмӗшсем пек тăватă предметпа тӗрӗслев иртнӗ: вырăс чӗлхипе, математикăпа тата суйланă икӗ предметпа. Çак шутран 805-шӗ выпускной патшалăх экзаменне панă. Ку ӗнтӗ 9-мӗш хыççăн шкултан каякансем, малалла вӗренӗве тӗрлӗ техникумсемпе колледжсенче тăсакансем. ТПЭ паракансен шучӗ 2023 çулхипе танлаштарсан 3,5 пин çын чухлӗ ӳснӗ.
Пуринчен ытла ачасем информатика (23309), географи (19811), обществознани (17129), биологи (7692) предмечӗсене суйласа илнӗ. Тăван чӗлхепе экзамен паракансем пурӗ 3993-ӗн. Суйланă предметсем тăрăх ачасем IT-пе, гуманитари енлӗ тата медицинăпа çыхăннă профессисене суйлани курăнать.
Чи пысăк балсем физикăпа тата биологипе пуçтарнă. Обществознанипе тата химипе паллăсем чакнă. Мӗнпе çыхăннă ку? Министр сăмахӗпе, педагоги кадрӗсен дефицичӗпе тата ачасем предмета аванах пӗлменнинчен, хумханнинчен те нумай килет.
ТПЭ математикăпа, физикăпа, биологипе «5» паллăлăх паракансем йышланнă. Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, малалла вӗренме юлас пулсан ку ачасем ППЭ-не 100 баллăх паракансем пулма пултараççӗ. Министр ачасем лайăх кăтартусем тунăшăн вӗрентекенсене тав турӗ. «Математика, физика, биологи — çӗршывăн инженери пуласлăхӗн никӗсӗ. Пысăк тав ӗçтешсене», — терӗ вăл.
Килте вăтам пӗлӳ илекенсем пирки те каласа хăварчӗ министр. Ун пеккисем республикăра 304 ача. Вӗсем ППЭ, ТПЭ шкула çӳрекенсенчен япăхрах пани ку меслет эффективлах маррине кăтартать, уйрăмах естествăлла нука предмечӗсемпе. Мӗншӗн тесен килте практика ӗçӗсем çук. Килте вӗренекенсен аслă шкулта бюджет вырăнӗсене лекеме шанăç сахал.
Ачин пуласлăхне ашшӗ-амăшӗ таптанă
Фейксем пирки те каласа хăварчӗ министр. Хăш-пӗр районта туалетсенче видеокамерăсем лартни, информатикăпа экзаменра урăх программăпа усă курни, экзаменсен кăтартăвӗсене пӗлтермесӗр юри вăхăта тăсни пирки. «Шел те, хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине тӗпчемесӗрех хăш-пӗр МХХ фейксене сарма пулăшрӗ. Çӳлерех асăннă йӗркесӗрлӗхсем пурте суя пулчӗç. Йăлт лайăх тӗрӗсленӗ. Тата пӗр провокацилле фейк-хыпар çинчен те асăнса хăварас килет. Имӗш техника чăрмавне пула литературăпа кăтартусем чакнă. Ашшӗ-амăшсем блогерсене шанса хӗвӗшме, çуйхашма пуçларӗç. Çук проблемăна ӳстерсе ячӗç. Тепӗр хут тестсене тӗрӗсленӗ хыççăн пӗр ачан кăтартăвне те чакарманни паллă пулчӗ. Пач тепӗр май, 22 ачан лайăхланчӗ тата тепӗр „çӗрбальник“ хушăнчӗ», — ăнлантарчӗ министр.
Анчах чи япăххи — хăш-пӗр ашшӗ-амăш пӗтӗмӗшле патшалăх аттестацине хутшăнма ачисен персональнăй даннăйӗсене паманни. Вӗсем ППЭ-не хирӗç чăн-чăн информаци вăрçи пуçарчӗç. Чи начарри — çак хирӗçтăру самай ачан вӗренес пуласлăхне хуçрӗ. Каллех блогерсене итлесе, лешсене рейтинг тата йышлă «лайксем» пулччăр, ашшӗ-амăшсем суя серепине лекрӗç. Çапла кăçал Тутарстанра 4 выпускник ППЭ-не, 8 ача ТПЭ хутшăнаймарӗ. Çак атьсем хушшинче медалистсем, олимпиада çӗнтерӳçисем пулнине шута илсен чӗре пушшех ыратать. Вӗсем пурте аттестатсăр юлчӗç — тăрлавсăр ашшӗ-амăшне пула. Пӗрин ашшӗ-амăшӗ суда та панă вӗрентӳ учрежденине, анчах закон хăйсен енче пулманнипе выляса янă. Тӗрӗсрех каласан ачин пӗлӳ илсе професси илес пуласлăхне.
Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ («Татар-информ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев