2026 çулта республикăра 100 почта уйрăмне юсама палăртнă, уйрăмах ялсенчисене. Кун пирки ТР çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министрӗ Илья Начвин пӗлтернӗ.
«Пӗчӗк ялсенче почта уйрăмӗсем час-часах пулăшу илме, посылкăсем яма тата чи кирлӗ таварсем туянма май паракан пӗртен-пӗр вырăн. Почта яла хулапа тата тулаш тӗнчепе çыхăну тытма пулăшать. Сăмах çыру ярассипе-илесси тата цифра сервисӗсемпе усă курасси çинчен кăна мар, уйрăмах ватă çынсем тата час-часах тухса çӳрейменнисем кирлӗ пулăшусене çăмăллăнах илме пултарасси çинчен», – палăртнă министр.
2022 çултан пуçласа 2025 çулччен федераци программи шайӗнче республикăра ялти 88 почта уйрăмне модернизацилеме 449,3 миллион тенкӗ уйăрнă. 2025 çулта юсав ӗçӗсене 30 уйрăмра ирттернӗ: вӗсенчен çуррине Тутарстан бюджетӗнчен, тепӗр 15-шне федераци бюджетӗнчен килнӗ укçа-тенкӗпе юсанă. 2024 çулта республикăра 26 почта уйрăмне çӗнетнӗ.
Хальхи вăхăтра Тутарстанра 1112 почта уйрăмӗ ӗçлет, вӗсенчен 852-ӗ ялсенче. Вӗсене çӗнетесси регионăн социаллă инфраструктурине аталантарас ӗçре тӗп тӗллев пулса тăрать.
ТР Çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев