Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал Тутарстанра 11 шкулпа 9 ача сачӗ хута каймалла

Тутарстанра кăçал 11 çӗнӗ шкулпа 9 ача сачӗ тума палăртнă. Çакăн пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.

«Кăçал 8 çӗнӗ шкул, çавăн пекех Хусанти 2-мӗш гимнази, Пӗтреç районӗнчи Куюкинчи тата Кукмор районӗнчи 3-мӗш номерлӗ шкулсем çумне хушма корпуссем тăвас ӗçсем пыраççӗ. Çапла вара, кăçал 9,5 пин ытла ача вырнаçмалăх 11 вӗрентӳ учрежденийӗ хута каймалла. Вӗсене пурне те сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗртмелле», — тенӗ вӗрентӳ министрӗ.

Тутарстан бюджечӗ шутӗнчен, «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе тата «Ял территорийӗсен хальхи сăн-сăпачӗ» федераллă проектăн «Ял территорийӗсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе шкулсем Хусанти «Весна» пурăнмалли комплексра, М-14 микрорайонта, Родина урамӗнче, Лайăш районӗнчи Усады ялӗнче, Çӳлту тата Песчаные Ковали ялӗсенче, Çырчаллинчи 65-мӗш микрорайонта тата Çӳлту районӗнчи Чернышевка ялӗнче уçăлмалла.

Çавăн пекех Хусанти Бухарская, Ягодинская урамсенче, «Салават Купере» пурăнмалли комплексра, Пӗтреç районӗнчи Куюки поселокӗнчи «Яшьлек» микрорайонта, «Царево» пурăнмалли комплексра, Ешӗлвар районӗнчи Васильевăра, Çӳлту районӗнчи Шигали тата Лайăш районӗнчи Кӗçӗн Кабан ялӗнче çӗн ача сачӗсем çӗкленӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев