Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Качалов фестивалĕнче икĕ Толстой

Хусанта Качалов фестивалĕ вĕçленсе пырать, кăçал вăл тăваттăмĕш хут иртет



 2025 çулхи фестиваль Василий Качаловăн 150 çулхи юбилейне паллă тунипе те асра юлĕ куракансемшĕн. Паллах, чи интересли яланхи пекех тĕрлĕ хуласенчен килнĕ театрсен спектаклĕсене пăхасси, хакласси пулса тăчĕ.
Фестивале  кăçал Мускаври «Мастерская Петра Фоменко» театр уçрĕ, мэтр лаартнă «Война и мир» 2001 çултанпах сцена çинчен каймасть,  чĕрĕк ĕмĕр иртсен те куракансемшĕн интереслĕ. 
В.Качалов ячĕллĕ вырăс драмиа театрĕ фестивальте кăтартма вырăс классикине суйласа илнĕ - В.Качалов ячĕллĕ вырăс драма театрĕн тĕп режиссерĕ Александр Славутский Александр Островскин пьесипе лартнă «Свои люди» спектакль фестиваль историне кĕрсе юлчĕ. Инçет Беларусьри Минск хулинчен Янка Купала ячĕллĕ наци академи театрĕ Б.Васильевăн «А зори здесь тихие»  постановкине (режиссерĕ Д.Акимов) илсе килнĕ.  Легендарлă повĕçе кашни лартмассерен - театрта-и, кинора-и - куракан умне хăйне евĕрлĕ кăларма тăрăшаççĕ. Эпир вара кашнинчех тăшманпа паттăрла çапăçакан хĕрсен шăпишĕн хумханатпăр.
Октябрĕн 17, 18-мĕшĕсенче В.Качалов ячĕллĕ фестивальте Санкт-Петербургри Александринка театрĕ «Воскресение» спектакль кăтартрĕ. Никита Кобелев Лев Толстой романне лартакан режиссер çеç мар, театрăн тĕп режиссерĕ те, илемлĕх ертÿçи те. Тата хушса хурар, пирĕн ентеш те - вăл Çырчаллинче çуралса ÿснĕ.
Спектакль пуçланас умĕн режиссер журналистсемпе тĕл пулчĕ. Спектаклĕн лейтмотивĕ Дмитрий Нехлюдов чунĕпе тасалса çĕнелни пулса тăрать, тесе ăнлантарчĕ режиссер. Тĕп сăнар çамрăк чух пуçсăрла хăтланса тунă çылăхран тасаласси  çеçе мар, хăйĕн айăпĕпе хур курнă Катерина Масловăн шăпине çăмăллатасшăн. Режиссер пĕр « Воскресение»" романпа çеç çырлахнă пулсан та спектакль витĕмлĕ пулса тухатчĕ пулĕ, анчах Никита Кобелев Нехлюдовăн чунĕ çĕнĕрен чĕрĕлнине кăтартма Лев Толстойăн ытти произведенийĕсемпе те усă курнă: «Крейцерова соната», «Отец Сергий» тата автор вĕçлеме ĕлкĕреймен «Записки сумасшедшего». Спектакльти ĕçсем Толстой çырса кăтартнă вăхăтринчен самай каяах пулса иртеççĕ.
Пур чух та пĕр постановкăпа режиссера хаклама çук, Никита Кобелев ĕçĕсемпе лайăхрах паллашма май пулĕ пирĕн. Г.Камал ячĕллĕ театрпа Орхан Памукăн «Музей невинности» романĕ тăрăх спектакль лартасси пирки сăмах татнă та ĕнтĕ. Александр Славутский те пĕрле ĕçлеме чĕнчĕ.
В.Качалов фестивалĕ октябрĕн 28, 29-мĕшĕсене Мускаври А.С.Пушкин ячĕллĕ драма театрĕн «Влюбленный Шекспир» постановкипе вĕçленет. Спектакле Евгений Писарев çакăн пек ятлă фильм тăрăх лартнă.«Влюбленный Шекспир» премьери 2018 çулта пулнă. Унтанпа спектакль ăçта кăна çитмен-ши, мĕнле кăна награда илмен-ши («Хрустальная Турандот», «Звезда Театрала» чи сумлисенчен пĕрисем), мĕнле кăна фестивале хутшăнман-ши?! Спектакльте куракан хитре тумсемне пăхса киленĕ, киносенче ÿкерĕнекен артистсем сцена çинче вылянине сăнама та кăсăк пулĕ. Спектакль сюжечĕ те килĕшĕ.

Автор сăнÿкечĕкĕнче А.Славутский тата Н.Кобелев. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль