Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçалхи «Уява» Иван Яковлева халаллӗç

Элкел районӗнчи Сиктӗрмере «Уява» хатӗрлесе ирттерекенсен канашлăвӗ пулчӗ

Элкел муниципаллă район пуçлăхӗн социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Мария Платонова, районти культура уйрăмӗн ертӳçи Расима Гайфуллина, районти Культура керменӗн специалисчӗ Людмила Емельшина «Çӗнӗ Сувар» туризм комплексӗн ертӳçипе Инна Лисинăпа, «Сувар» хаçат редакторӗпе Ирина Трифоновăпа, «Тутарстанри чăваш пики» конкурсăн директорӗпе Сильвия Чаркинапа, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗпе Константин Малышевпа, «Звениговский» ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн ертӳçипе Иван Казанковпа, унăн çумӗпе Фердинат Давлетшинпа, «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗн директорӗпе Евгений Чугуновпа, унăн çумӗпе Владимир Мукусевпа, Чăваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗпе Эдуард Бахмисовпа тӗл пулчӗç. 
Пухăннисем пурте çитес «Уява» лайăхрах тăвас тӗллевлӗ. Ăна мӗнлерех ирттерессине тӗплӗн сӳтсе яврӗç, кирлӗ сӗнӳсем пачӗç. Наци культурисен çулталăкӗнче хамăрăн йăла-йӗркесен хăйне евӗрлӗхӗпе паллаштармалла. 
Кăçал конкурссенчен «Уяв пики», «Янра хут купăс», «Ачасен пултарулăхӗ» пулаççӗ. Фестивале килнӗ пур ансамбль валли те юрласа ташлама вырăн çиттӗр тесе кăçал «Уяв» лапамӗнчи сценăсен шутне икӗ хут ӳстерме палăртнă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев