Кăçалхи Уявра çемье чăмăртанчӗ
Республика уявӗнче кăçал пӗрремӗш хут мӑшӑрлану церемонийӗ иртрӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов ырланă «Этносвадьба: национальный колорит» проект шайӗнче ирттерчӗç. Районти Сабантуйра нурлатсем тутар туйӗ ирттернӗ пулсан, Уявра пӗрремӗш хут чăваш туйӗ пулчӗ.
Камсем-ха вӗсем Уявра çемье çавăракансем? Ульяновскра пурăнакан Игорь Мамоновпа Нурлат районӗнчи Ерепьелӗнче çуралса ӳснӗ Ирина Савгачева.
Шурă кӗпепе хура костюм вырăнне мăшăрсем наци тумне тăхăннă. Игорь тӗрленӗ сурпанпа, Ирина вара ӑруран ӑрӑва куçакан тӗрӗллӗ чӑваш кӗпипе. Каласа хăвармалла, тумсене проект укçипе усă курса çӗленӗ.
Церемоние Джулия Ильдиярова ертсе пычӗ. Мăшăрланма хăйсен ирӗкӗпе йышăну тунине çирӗплетсе çамрăксем алă пусрӗç, пӗр-пӗрне çӗрӗ тăхăнтартрӗç, мăшăрсем пӗр-пӗрне чуптуса саламларӗç.
Игорьпе Ирина пӗр-пӗринпе ӗçре паллашнă. Малтанах çамрăксем туслă çӳренӗ, анчах вăхăт иртсен вӗсен хушшинче юрату туйăмӗ çуралнă. Ирина чăваш çемйинче çуралса ӳснӗ, унăн çемйи ансамбльсене хутшăннă. Çавăнпа чăваш халăхӗн йăли-йӗркине пăхăнса туй ирттерме шутланă, Игорь чăваш культурипе паллашма хирӗç пулман.
Çамрăк мăшăрăн туйӗнче пӗтӗм республика чăвашӗ кăна мар, регионти хăнасем те пулчӗç. Сумлă хăнасен хушшинче – Тутарстан Раисӗ, Чăваш Ен Пуçлăхӗ тата Нурлат район пуçлăхӗ. Вӗсем çамрăксене саламларӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. Çак сăнӳкерчӗке ачисен кăна мар, кӗçӗн мăнукӗсен те курмалла пултăрччӗ. Мăшăрсен çемье пурнăçӗ телейлӗ те вăрăм пуласса шанас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев