Çӗнӗ хыпарсем

Балобан-кăйкăр кирлӗ вӗçен кайăк, вăл пӗтсен экологи япăхланать

Пӗтсе пыракан тискер вӗҫен кайӑка балобан-кӑйкӑра ытти регионсенчен кӳрсе ирӗкре ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ проекта ТР Экологи министерстви «Кӑйкӑр кунӗ» IV Халӑхсем хушшинчи форумра хӑтланӑ.

 Владивостокра çак кунсенче иртекен экономика форумне Тутарстанран Атӑлпа Кама заповедникӗн директорӗпе Ян Мурзахановпа проектӑн ертӳҫӗ-специалисчӗ Иван Чаплашкин хутшӑннине пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби. Сӑмах май, «Кӑйкӑр кунӗнче» кӑйкӑр тата дрофа ҫемйисенчи вӗҫен кайӑксене сыхласа хӑварас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Проект пуҫланнӑранпа 4 çулта балобан-кӑйкӑрӑн 49 чӗппине ӳстерсе Тутарстан территорине вӗҫтернӗ. Вӗсенчен 25-шне – кӑҫал (16-шӗ Хусанти зооботсадра тата 9-шӗ Тула облаҫӗнчи «Сапсан» питомникра ӳснӗ). 2024 ҫулта зооботсадӑн вольерне вырнаҫтарнӑ ҫитӗннӗ вӗҫен кайӑксен 2025 ҫулта пӗрремӗш чӗпписем тухнӑ. Кӑшлакан чӗрчунсемпе пӗчӗк вӗҫен кайӑксемпе тӑранса пурӑнакан çак кӑйкӑрсен шучӗ сисӗнмеллех чакса пӗтес хӑрушлӑхра пулнипе ҫӗршывпа регионӑн Хӗрлӗ Кӗнекисене кӗртме тивнӗ. Вӗсем пӗтни республика экологийӗшӗн хӑрушлӑх. Ҫавӑнпа шутне ӳстерме йышӑннӑ та.

 Ку проект сайра тӗл пулакан вӗҫен кайӑк популяцине ӳстернипе пӗрлех РФ Экологи министерстви тимлесе тӑракан «Экологи ӑнӑҫлӑхӗ» наци проектне пурнӑҫлама пысăк пай кӗртет. Атӑлпа Кама заповедникӗнче вара пуçласа пурнӑҫланать, – тенӗ Ян Мурзаханов.

Ирӗке вӗҫтернӗ кӑйкӑрсене ӳченый орнитологсемпе волонтерсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланакан проекта пысӑк хак пама ӗлкӗрнӗ те, вӑл «Надежный партнер – Экология» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтерсен «Хрустальный компас» Наци премийӗн финалне тухнӑ. Аса илтеретпӗр, балобан-кăйкăрсене ытти регионсенчен кӳрсе ирӗкре ӗрчетессипе çыхӑннӑ проект СИБУР компани пулӑшнипе пурнӑҫланать. (Владимир Васильев /«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).


#общество

Нет комментариев