Кайпăçра пăр айне кайнă икӗ хир качакине çăлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Кайпăçра пăр айне кайнă икӗ хир качакине çăлнă

Тутарстанри Биоресурссен комитечӗн ӗçченӗсем полици сотрудникӗсем çак кунсенче Кайпăç районӗнче пăр айне кайнă икӗ хир качакине çăлнă. Шăнса халтан кайнă чӗрчунсем пăр айне кайнă чух урисене амантнă пулнă иккен.

Типӗтсе ăшăтнă хыççăн хир качакисене Ешӗлвар районӗнчи чӗрчунсен реабилитаци центрне леçнӗ, тесе пӗлтерет комитетăн пресс-служби. Сипленсе вăй илсенех вӗсене ирӗке кăларса яраççӗ. Çанталăк тăрук ăшăтнипе шыв-шурсем çинчи пăр ирӗлсе çӳхелнипе хир качакисем каçнă чух пăр айне анса кайнă та. Аса илтеретпӗр, çутçанталăкри тӗрлӗ чӗрчунсене сыхлас ӗç республикăра «Экологическое благополучие» наци программипе пурнăçланать. (Сăнӳкерчӗк ojm.tatarstan.ru сайтран).


общество

Нет комментариев