Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Калавӗсем чуна пырса тивекен сăнарсемпе тыткăнлаççӗ

«Варкăш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулăвӗнче Олеся Михайлован «Пӗрремӗш çӗнтерӳ» кăларăмне пахаларӗç. Вăл 2024 çул вӗçӗнче Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнăччӗ. Вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне 9 калав кӗнӗ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк çыравçăн тăванӗсемпе юлташӗсем пуçтарăнчӗç.

«Пӗрремӗш çӗнтерӳ» – Олеся Михайлован пӗрремӗш кӗнеки. Маларах унăн хайлавӗсем «Пирӗшти патне янă çыру», «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная», «Манăн туссем. Мои друзья», «Уявсен кăшăлӗ. Наши праздники» коллективлă сборниксенче кун çути курнă. Пултарулăх çăлкуçне вара ачалăхрах шырамалла. Олеся 1-мӗш класрах сăвă çырма хăтланса пăхнă, 2-мӗш класра вӗреннӗ чухне килти кушак çинчен тăватă йӗркеллӗ сăвă хайласа ăна «Тантăш» хаçата ярса панă. Çак самантран вăл чăваш ачисен юратнă кăларăмӗпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Редакци çамрăк корреспондентсене хавхалантарса тăни Олесьăна та çине тăрса хайлавсем шăрçалама хистенӗ. Çырас туртăм унра вăйлансах пынă.

Аслă классенче вӗреннӗ чухне пултаруллă хӗре литература кăна мар, спорт кăсăклантарма пуçланă. Тӗрлӗ ăмăртăва хастар хутшăннă вăл. Сăмах май, Олеся Михайлова – армрестлинг (алă вăйне виçни) енӗпе Раççей спорт мастерӗ, çамрăксен хушшинче – Европа чемпионӗ. Халӗ пысăк ăмăртусене хутшăнмасть, çапах йӗлтӗрпе ярăнма юратать. 

– Кӗнеке çырасси – питӗ йывăр ӗç. Пӗрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси çăмăлрах та пуль, – терӗ вăл йăл кулса тӗлпулура. – Кăларăма тӗрлӗ çулсенче çырнă калавсем кӗнӗ: «Виçӗ кăвакарчăн» ятлине, тӗслӗхрен, 10-мӗш класрах, ыттисене – çемье çавăрнă хыççăн, декрет отпускӗнче ачасемпе ларнă вăхăтра. «Ту çинче çуралнă туйăм» Дагестана кайса килнӗ хыççăн шăрçаланчӗ, «Йӗлтӗр йӗрӗ» – 2018-2019 çулсенче. «Ачалăх сукмакӗсем» атте пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн çырăнчӗ. Маларах палăртса хунă калавсен сюжечӗсем те аттене çухатнă хыççăн урăх йӗрпе кайрӗç. Ытларах чухне тӗп сăнарсем – ачасемпе çамрăксем. Пурнăçран илнӗ самантсемпе чылай усă куратăп. Манăн яланах ырри çинчен çырас, яш-кӗрӗме йывăрлăхсене çӗнтерме хавхалантарас килет, – пӗлтерчӗ Олеся.

Кăларăм редакторӗ Ольга Иванова алçырупа еплерех ӗçлени çинчен каласа пачӗ, уйрăм калавсем çинче чарăнса тăчӗ. «Авторăн геройӗсем ырă кăмăллă, ӗçпе вӗренӳре хастар, чăн-чăн туслăха хаклама пӗлеççӗ, аслисене хисеплеççӗ. Ăрусен çыхăнăвне те ăста кăтартса парать çыравçă», – терӗ Ольга Михайловна.

Елена Кудрявцева вӗрентекене «Виçӗ кăвакарчăнпа» «Ту çинче çуралнă туйăм» калавсем çепӗçлӗхӗпе, чуна пырса тивекен сăнарсемпе тыткăнланă. Чăваш халăх çыравçи Сергей Павлов автор яка çырнине, лайăх ӳкерчӗксем тума пултарнине асăрханă. «Тӗрӗс. Ачасем валли çутă япаласем çырмалла. Кирлӗ ку», – пӗтӗмлетрӗ вăл. Арсений Тарасов драматург тата журналист Олесьăна литературăра чăнласах, çине тăрса ӗçлеме, пысăкрах калăпăшлă калав-повесть çырма сӗнчӗ. «Чиркӗве кайса чунне тасатнă пек, çын сан кӗнекӳне вуласа шалти килӗшӗве туптăр», – çапларах пиллерӗ ăна Арсений Алексеевич.

«Чӗлхи якалса çитнӗ. Журналист пулни сисӗнет. Çутçанталăка типтерлӗ, сăнарлă чӗлхепе çырса кăтартма пултарать. Эпитетсем, гиперболăсем тата ытти илемлӗх мелӗсем пур кунта. Чӗлхене пуянлатма тăрăшни, ӗçлени сисӗнет, курăнать. Шухăша вӗçлесе тӗвӗлеме, пулăмсене шайлаштарма пӗлет», – яланхи пек тӗплӗн тишкерчӗ Людмила Сачкова прозаик тата «Тăван Атăл» журнал редакторӗ.

Олеся Михайловăна çавăн пекех Алексей Зотиков тележурналист, Галина Кӗмӗл, Мальвина Петрова, Лариса Петрова, Татьяна Устинова сăвăçсем, Венера Енейкина радиоредактор, çывăх тăванӗсемпе ентешӗсем саламларӗç. Çыравçăн тăван пиччӗшӗ Владимир Игнатьев та йăмăкне ăшă сăмахсем каларӗ: «Шкулта сочинени çырнă, кайран хаçата – статьясем, халӗ кӗнеке кăларни вăл, чăнах та, пӗрремӗш çӗнтерӳ пекех. Пултарулăх йăхпа-юнпа куçать теççӗ. Кунта асаттене аса илсе хăварас килет. Вăл иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенчех Канаш районӗн хаçачӗпе тачă çыхăну тытнă, ял корреспонденчӗ пулнă. Хаçатсенчен касса кăларнă унăн материалӗсем паян та упранаççӗ çемье архивӗнче. Çырас пултарулăхӗ асаттерен куçнă пуль Олесьăна. Тата малалла талпăнма, пысăкрах хайлавсем çырма, хулăнрах кӗнеке кăларма ăнăçу сунатăп», – терӗ вăл. 

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели