Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАЛЛЕХ КАЙĂК-КӖШӖК ГРИПӖ

Раççейре кайăк-кӗшӗк миграцийӗ питех пуçланман пулсан та Мускав облаçӗнче тата Ставрополь крайӗнче чир палăрма ӗлкӗрнӗ

Республикăри кайăк-кӗшӗк ӗрчетекенсен çуркунне çитнӗ май çуллен сисчӗвленме тивет. Ăшă енне хӗл каçма кайнă кайăк-кӗшӗк таврăнать. Çунатти çинче вӗсем мӗн çаклатса килессине никам та пӗлсе пӗтереймест. Акă ӗнтӗ миçе çул кайăк-кӗшӗк грипӗ килти кайăк-кӗшӗке «çулать». Кăçал та сисчӗвленмелли сăлтав пур. Европа çӗршывӗсенче чăх-чӗп грипӗ алхасать. Раççейре кайăк-кӗшӗк миграцийӗ питех пуçланман пулсан та 5 çӗрте (Мускав облаçӗнче тата Ставрополь крайӗнче) чир палăрма та ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен тăваттăшӗ чăх-чӗп фабрикисем, пӗри тискер кайăксем пурăнакан вырăн.

Тутарстанăн Ветеринари тӗп управленийӗ умӗнче задача пысăк: кайăк-кӗшӗк грипне республикăна кӗме, сарăлма памалла мар. Кун пирки ведомствăн представителӗсем мартăн 9-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗç.
Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзор службин Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Евгений Иванов хальхи вăхăтра ку чир республика территорийӗнче, çав шутра вăрмансенче те палăрманнине пӗлтерчӗ. Мӗншӗн тесен ăшă енчен вӗçен кайăксем хальлӗхе таврăнман-ха, килти хур-кăвакал та кил картинчен тухман. Анчах профилактика мерисене вăхăтра йышăнмасан лару-тăру улшăнас хăрушлăх пур.
Ветеринари управленийӗн ертӳçин çумӗ Г.Мотыгуллин каланă тăрăх, кайăк-кӗшӗк грипне хирӗç профилактика мерисем республикăра февраль уйăхӗнчех пуçланнă. Чăх-чӗп фабрикисем биохӳтлӗх çине укçа-тенкине хӗрхенмеççӗ пулсан, хресченпе фермер хуçалăхӗсем халӗ те ку ыйту çине пӳрне витӗр пăхнине пăшăрханса пӗлтерчӗ вăл. Кун пек хуçалăхсене биохӳтлӗх йӗркелессинчен 10-20 пин тенкӗ штраф тӳлеме йӳнӗрех тухнине пытармарӗ вăл. Анчах малашне вӗсен енӗпе те закона тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Асăрхаттарусене шута илмен хуçалăха çав-çавах чăх-чӗп грипӗ çитрӗ пулсан, вилнӗ кайăк-кӗшӗкшӗн патшалăх текех компенсаци памасть тата малашне чăх-чӗп ӗрчетме чарма та пултарать.
Чăх-чӗп грипӗ пӳрне витӗр пăхмалли чир маррине те аса илтерчӗç спикерсем. 2021 çулта Раççейре 68 çӗрте (7 кайăк-кӗшӗк фабрикинче, 46 хресченпе фермер хуçалăхӗнче тата 15-шӗ тискер кайăксен хушшинче палăрнă. Чир ернӗ хуçалăхри мӗнпур кайăк-кӗшӗке çунтарма тивнине шута илсен, тăкак мӗн чухлӗ пуласси каламасăрах паллă. Тутарстана илес пулсан, Тукай районӗнчи путене ӗрчетекен хресченпе фермер хуçалăхӗ шар курнă.
Чире, тӗпрен илсен, ăшă енчен вӗçсе килекен кăвакалсем, хур-кайăк сараççӗ иккен. Çавăнпа вӗсем канма чарăннă шыв-шурсем килти тата тискер кайăксемшӗн хăрушсăр мар. Акă мӗншӗн предприятисемпе хуçалăхсен кайăк-кӗшӗке хупса усрама, ăшă çӗртен килекен вӗçен кайăксене предприяти территорине кӗресрен сыхлама сӗнеççӗ.
Дезинфекци тумалли хатӗрсем, вакцина, ятарлă тумсем пирки пăшăрханма хальлӗхе сăлтав çуккине пӗлтерчӗ Г.Мотыгуллин. Пӗрремӗшӗнчен, запассем хальлӗхе республикăн çителӗклӗ, иккӗмӗшӗнчен, ветеринари препарачӗсем санкцисен списокне кӗмен.
Профилактика мерисем çинчен харпăр хуçалăхсем те асра тытмаллине пӗлтерчӗç спикерсем. Урăхла каласан, юр ирӗлнӗ-ирӗлменех чăх-чӗппе хур-кăвакала урама кăларса яма тăрăшмалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, хур-кăвакал, чăх чӗпписене, вӗсем валли апата тата какай, çăмартана ятарласа уйăрнă вырăнтан кăна туянмалла. Продукципе чӗпсем чăх-чӗп грипӗ палăрнă регионсенчен кӳни пулмалла мар. Тин туяннă кайăк-кӗшӗке 30 кун килти кайăк-кӗшӗкрен уйрăм усрамалла. Çак вăхăтра вӗсене лайăх сăнамалла. Чир паллисем палăрсан е вилнӗ тӗслӗхсем пулсан, çийӗнчех ветеринари службине пӗлтермелле.

Ирина НИКОЛАЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев