Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каллех авари...

Паян, августăн 16-мӗшӗнче, Салмачи поселокӗн Аслă урамӗнчи 181-мӗш çурт умӗнче хăрушă авари пулнă.

ТР ПАИ пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, «Ладăпа» Renault машинăсем хире-хирӗç пырса çапăннă. Иккӗшӗн те капочӗ чăл-пар саланни, пӗр машинине вут тивни автомобильсем пысăк хăвăртлăхпа пыни çинчен калать. Аварире «Ладăн» водителӗ сывă юлайман, тепӗр машинăри виçӗ арçынпа пӗр хӗрарăма тата ачана больницăна леçнӗ.

САЛОНРА АЧАСЕМ ПУРРИ ТЕ ЧАРМАН

Августăн 12-мӗшӗнче çакнашкал авари М7 трассăн Мензеле районӗнчи участокӗнче те пулнă. Кунта икӗ çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан Ford Focus çăмăл машина умри тепӗр машинăран иртес шутпа хирӗç çул çине тухнă та фурăпа пырса çапăннă. Ford Focus водителӗпе пӗр пассажирӗ вырăнтах вилсе кайнă, 7 уйăхри тата 15-ри ачасене больницăна леçнӗ. Салонра ачасем пуррине шута илмелле пекчӗ ӗнтӗ водителӗн, анчах вăл таçта васканă… 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия