Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каллех аварисенче çынсем вилнӗ

Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем асăрхануллă пулмалли пирки çине тăрсах асăрхаттараççӗ пулсан та республикăри çулсем çинче пулакан инкексен шучӗ чакма та шутламасть.

Акă иртнӗ вырсарникун кăна каллех çул-йӗр инкекӗсенче çынсем вилнӗ. Çӗнӗ Шуçăм районӗнче пулса иртнӗ инкекре Рыбно-Слободски районӗнчи Масловка ялӗнчи Иоанно-Богословски храмӗн настоятелӗ, Хусанти тӗн семинарийӗн йышăну комиссийӗн секретарӗ, 26 çулти Сергий Рыбочкинăн пурнăçӗ татăлнă. Иерей Renault автомобилӗн рулӗ умӗнче пулнă, Чистай еннелле çул тытнă. Шел те, фурăпа çапăнсан Сергий аттен сывă юлма шанăçӗ пулман…


×××
Тепӗр инкек вырсарникун Хусанта пулнă. Каçхине Карл Маркс урамӗнче, «Корстон» суту-илӳпе кану центрӗ çывăхӗнче, икӗ машина тӗлме тӗл çапăннă. Хулари автоинспекцирен пӗлтернӗ тăрăх, Porsche автомобильпе пыракан 33-ри водитель хирӗçле çул çине сиксе тухнă та «Лада Грантăпа» çапăннă. Авари пулнине куракансем каланă тăрăх, ют çӗршыв машинипе пыракан водитель мотоциклтан иртес тесе питӗ пысăк хăвăртлăхпа хăваланă-мӗн. Ку чăнах та çапла-и — автоинспекторсем тӗпчесе пӗлӗç. Хытă çапăннипе икӗ машина та çул хӗрринчи карта çине ывтăнса кайнă. Хамăр çӗршывра тунă автомобилӗн водителӗ вырăнтах вилнӗ, иномарка водительне васкавлă пулăшу больницăна леçнӗ. 


×××
Çак кунах Тукай районӗнче те авари пулнă. М-7 трасса çинче Hyundai Solaris машинапа пыракан 67-ри водитель хирӗçле çул çине сиксе тухнă та «ГАЗельпе» çапăннă. Тăватă çын, çав шутра 6-ри ача та, шар курнă. Иномарка водителӗ вара васкавлă пулăшу машининче вилсе кайнă. Прокуратура ку авари тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Сăнӳкерчӗк Тукай районӗн прокуратурин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев