Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кама юханшывӗ çинче икӗ пулăçа тытса чарнă

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем транспорт полицийӗн тата Росрыболовствӑн сотрудникӗсемпе пӗрле закона пăхăнмасăр пулă тытакан икӗ арçынна тытса чарнине пӗлтерет ведомство пресс-служби.

Пулăçăсене Агрыз районӗнчи Красный Бор ял çывăхӗнче Кама юханшывӗ çинче тытнӑ. Арçынсем пулă тытма чарнă хатӗрсемпе усă курни çутçанталӑк сыхлавӗн законӗсене пăснине çирӗплетнӗ.

Çывăх вӑхӑтра РФ УК 256-мӗш статйипе килӗшшӳллӗн уголовлӑ ӗç пуçарас ыйтăва сӳтсе яваççӗ.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс