Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кама урлӑ ҫӗнӗ кӗпер тума хатӗрленеҫҫӗ

Унӑн тӑршшӗ 2,2 километр пулать

   Кама урлӑ Соколки ялӗ патӗнче тепӗр кӗпер тӑваҫҫӗ. Унӑн тӑршшӗ 2,2 километр пулать.

Кӗпер М7 автоҫула Ҫырчалли хӗрринчен иртсе каймалла тусан кирлӗ пулать. Ҫакӑн ҫинчен «Волго-Вятскуправтодор» начальника Илдар Мингазов пӗлтернӗ. 

Проекта кӗртнӗ кӗперӗн тӑршшӗ 2190 метр пулать, ҫав шутра сулахай ҫыранри эстакадӑн тӑршшӗ 488 метр, хӑй кӗперӗ 960 метр, сулахай ҫыранри пойма 742 метр.

Мингазов сӑмахӗсемпе, Ҫырчалли айкинчен иртсе каймалли ҫул 90 километра ҫитет. Ҫак пысӑк  стройкӑна виҫӗ пая пайлаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев