Кама урлă кӗпер федераллă бюджета 24 млрд тенке кайса ларать
Мускав – Владимир – Чулхула – Хусан – Ӗпхӳ маршрутлă М7 «Волга» çулăн Анат Камăпа Çырчалли айккинчен иртсе каякан пайӗ – Кама урлă тумалли кӗперпе пӗрле федераллă бюджетшăн 23,8 млрд тенкӗ таять.
Çакнашкал тендера патшалăх туянăвӗсен сайтӗнче пичетленӗ. Документаци тăрăх, пӗтӗмӗшле хакăн çуррине Кама урлă 1,3 километр тăршшӗ кӗпер тума ямалла, ыттине çул тума. Тумалли çулăн пӗрремӗш тапхăрӗн тăршшӗ 26 килотметр пулать. Проектăн заказчикӗ «Волго-Вятскуправтодор». Вăл маларах çакнашкал тендера пичетленӗ пулнă, анчах та унта хутшăнма пӗр заявкă та килмен. Çавăнпа та заказчика палăртман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев