Çӗнӗ хыпарсем

Камăн тумӗ чеченрех?

Сентябрӗн 4 – 6-мӗшӗсенче «Раççей халăхӗсен йăлари тумӗсем» Пӗтӗм Раçейри фестиваль Хусанта пӗрремӗш хут иртет

кокошники с фест

Фестивале йӗркелекенсенчен çаксене асăнмалла: РФ Культура министерстви, Раççей Патшалăх В.Д.Поленов ячӗллӗ Халăх творчествин çурчӗ, ТР Культура министерстви тата  «Таткультресурсцентр» патшалăх бюджетлă учрежденийӗ.

Фестивалӗн малтанхи кунӗсенче халăх тумӗсемпе конкурссем иртеççӗ. Унта хутшăнакансем хăйсен ӗçӗсене тӗрлӗ номинацире кăтартма пултараççӗ: историри тумтир реконструкцийӗ пек (экспертсем вăл чăнах та историре асăннипе пӗр килнине хаклӗç). Хальхи вăхăтри тумсенче наци эрешӗсемпе мӗнле усă курнине пăхӗç.

Фестивалӗн тӗп сцени А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче иртет. Çавăнпа конкрссем те унтах пулӗç. Сентябрӗн 6-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнчи Тупă картишӗнче Гала-показ пулать, кунтах çӗнтерӳçӗсене наградăлӗç. Çавăн пекех ал ӗç ăстисен ярмăркки ӗçлӗ.

Фестивалӗн тепӗр площадки ЦУМăн – уникаллă ăсталăх центрӗн –  пӗрремӗш хутӗнче пулать. Кунта «Раççей халăхӗсен йăлари тумӗсем», «Пукане халăхӗсен йăлари тумӗсемпе» тата «Тумсен аксессуарӗсем» экспозицисене пăхма, вӗсем çинчен ыйтса пӗлме пулать.

Ӗçлӗ программăна хутшăнакансем халăх тумӗсен йăлисене сӳтсе явӗç, ăстасем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗç.


#Фестиваль

Нет комментариев