Çӗнӗ хыпарсем

Паян республикăра 511996 вӗренекен парттă хушшине ларчӗ

Ку вӗренӳ çулӗнче Тутарстанра 44 пин те 373 ача 1-мӗш класа каять (Хусан хулинче – 15 пин те 659). Пурӗ вара паян республикăра 511 пин те 996 вӗренекен парттă хушшине ларнă (Хусанта – 183 пин те 708).

За парты сели более 511 тысяч школьников

Тутарстанри вӗрентӳ учрежденийӗсене пине яхӑн çамрӑк специалист ӗçлеме килнӗ, тӗп хулара – 450-а яхӑн. 2026 çулта 5 çӗнӗ шкул, ӗçлекен шкулсем çумне 2 хушма корпус тата 3 ача сачӗ туса хута ярасшăн. Республикăра пурнăçланакан тӗп юсав программипе 19 вӗренӳ организацине (çав шутра – 8 патшалӑх шкулӗ), патшалӑх организацийӗсен 2 объектне (2025 çулта – 22 объект, çав шутра – 5 патшалӑх шкулӗ, 4 патшалӑх организацийӗ) юсаççӗ.

Шкул вӗренӗвӗн системине модернизацилес енӗпе ирттерекен мероприятисен шайӗнче (шкулсене юсамалли федераллӑ программа) 2026 çулта муниципалитет шкулӗсен 36 объектне юсама палӑртнӑ (2025 çулта – 10 объект). Унсӑр пуçне, вӗренӳ организацийӗсен апат блокӗсене юсамалли республика программипе 67 шкулти апатлану  блокне юсанӑ (2025 çулта – 74 апатлану блокне).

Вӗренӳ çулӗ пуçланнӑ май 667 вӗренӳ организацийӗ 32 пин ытла вӗренекене автобуссемпе турттарма палӑртать. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗренекенсене турттарма 912 автобус хатӗр. Вӗсене хальхи законсем палӑртнӑ требованисемпе килӗшӳллӗн оборудованиленӗ. Кăçал республикӑри муниципаллă йӗркеленӳсен автобус паркне çӗнетме тӗллев лартнă. Ачасене турттарма «ГАЗ» тата «ПАЗ» маркӑллӑ 59 ятарлӑ автобус туянасшăн.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


1 сентября – День знаний

Нет комментариев