Кăмпа сахал, мăйăр нумай-тăк – хӗл кăра пулать
• Юпа уйăхӗн 6-мӗшӗ – Ираида тата Иоанн. Çак кунтан ӗлӗк кăмака хутма пуçланă, хӗл каçма вутă хатӗрленӗ.
• Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗ – Фекла. Аслати авăтсан хӗлле ăшă тата сахал юрлă пулать. Юман çинче йӗкел нумаййи те хӗл ăшă, çулла тухăçлă пулнине кăтартакан паллă.
• Юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ – Сергий Радонежский. Çак кун пуçласа юр çусан Михайла кунӗнче (ноябрӗн 21-мӗшӗ) хӗл ларать. Юпан 8-мӗшӗ мӗнле – ака уйăхӗн 8-мӗшӗ те çапла. Пуçласа типӗ юр çусан çулла тухăçлă пулать. Лайăх çанталăк тăрать-тӗк – тата виçӗ эрне çапла пулать.
• Юпа уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иоанн Богослов. Çак кун юр çусан 40 кунран хӗл ларать. Çумăр çусан – тепӗр икӗ эрне йӗпе-сапаллă çанталăк тăрать. Çулçăсем хăвăрт ӳксе пӗтни – хӗл сивӗ пуласса пӗлтерекен паллă.
• Юпа уйăхӗн 10-мӗшӗ – Савватий. Типӗ пулсан хӗл час лармасть-ха. Çак кун аслати авăтсан хӗл юрсăр, кӗске тата ăшă пулать. Хырсемпе чăрăшсем çинче йӗкел сахал пулсан хӗл сивӗ пулмӗ.
• Юпа уйăхӗн 11-мӗшӗ – Илья Муромец. Йывăçсем çинчен ӳкнӗ çулçăсенчен ытларахăшӗ тӳнтер енӗпе çӳлелле выртаççӗ – çитес çул аван тухăç пулать. Çил çак кун çурçӗртен вӗрсен – хӗл хаяр, анăçран – юрлă, кăнтăртан вӗрсен çемçе пулать. Мулкачсем сăрă кӗрӗкне шуррипе улăштарма васкамаççӗ-тӗк – кӗркунне вăраха тăсăлать.
• Юпа уйăхӗн 12-мӗшӗ – Марьямна. Тӳпере çăлтăр нумай-тăк – кӗр кунӗсем типӗ пулаççӗ. Кая юлса тухакан кăмпасем шăтнă пулсан – юр часах çумасть-ха. Çак кун аслати авăтсан хӗлле сахал юр çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев