Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Канаш тăрăхӗнчи Пайкилтре Константин Ивановăн çуралнă кунне халалланă уяв иртрӗ

Литература ӑсчахӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, чылай çул каялла хальхи Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче паллӑ чӑваш поэчӗсен – Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗн ‒ мӑн-мӑн аслашшӗ Энтӗрук Ваçукӗ (тӗне кӗрсен ‒ Антон Андреевич Данилов, 1730 ‒ 1785) çуралса ӳснӗ. 1762 çулта Симушка Вариххипе (тӗне кӗрсен ‒ Марина Тихонова) тата ачисемпе хальхи Пушкӑртстан Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуçне куçса кайнӑ. Çакна В.П.Ивановпа М.Х.Сафин «Истоки. Родина и род поэтов К.В.Иванова и Я.Г.Ухсая» (2018) кӗнекинче тӗплӗ çырса кӑтартнӑ.

Çу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Енри Канаш округне кӗрекен Пайкилт вӑтам шкулӗнче чăвашсен паллă поэчӗ Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитнине халалланӑ уяв иртрӗ.

Мӗншӗн шӑпах Пайкилт шкулӗнче-ха? Литература ӑсчахӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, чылай çул каялла хальхи Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче паллӑ чӑваш поэчӗсен  – Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗн ‒ мӑн-мӑн аслашшӗ Энтӗрук Ваçукӗ (тӗне кӗрсен ‒ Антон Андреевич Данилов, 1730 ‒ 1785) çуралса ӳснӗ. 1762 çулта Симушка Вариххипе (тӗне кӗрсен ‒ Марина Тихонова) тата ачисемпе хальхи Пушкӑртстан  Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуçне куçса кайнӑ. Çакна В.П.Ивановпа М.Х.Сафин «Истоки. Родина и род поэтов К.В.Иванова и Я.Г.Ухсая» (2018) кӗнекинче тӗплӗ çырса кӑтартнӑ.

Çавӑнпа Пайкилт ялӗ чӑваш çыравçисемшӗн уйрӑмах çывӑх халӗ. Çак пӗлтерӗшлӗ пулăма асра тытса 2017 çулта Чăваш наци конгерсӗн пайташӗсем Пайкилтрен Слакпуçне 25 тӗм йывăç илсе кайса лартнă, пӗлтӗр вара поэт çуралса ӳснӗ çӗр çинчен 25 йывăç илсе килнӗ. Унсăр пуçне Иван Яковлев, Федор Павлов, Степан Максимов, Петр Пазухин ячӗпе тăватă кăвак чăрăш Пайкилт паркӗнче тымар янă ‒ вӗсен ячӗсем Чӗмпӗрти чăваш шкулӗпе тачă çыхăннă.

 

Константин Васильевичӑн çуралнӑ кунне паллӑ тума Шупашкартан сумлӑ хӑнасем килсе çитрӗç, вӗсен йышӗнче: Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ, Ольга Тургай çыравçӑ тата журналист, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ‒ тӗп редакторӗн çумӗ, çыравçӑ Ольга Федорова, Антонина Андреевӑпа Татьяна Семенова Чӑваш наци библиотекин ӗçченӗсем. Кашниех тухса калаçнӑ май ачасене кӗнекепе туслӑ пулма, тӑван çӗре юратма, унпа мӑнаçланма чӗнсе каларӗç. Светлана Васильевна К.Иванова халалланӑ сӑввине вуласа пачӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче юлашки çулсенче тухнӑ кӑларӑмӗсене шкул библиотекине парнелерӗ. Ачасем те уява хатӗрленнӗ, вӗсем чӑвашла, вырӑсла тата тутарла илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗç, унтан К.Ивановӑн «Нарспи» поэмин сыпӑкӗсене вуларӗç.

Уяв вӗçӗнче Чӑваш наци библиотекин ӗçченӗсем ачасем хушшинче литература ӑмӑртӑвӗ ирттерчӗç, мала тухнисем парнесене тивӗçрӗç.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели