Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Канаш тăрăхӗнчи пӗр ялта 6 çурт çуннă

Кӳршӗллӗ регионти чăваш ялӗнче пушар çуртсене кассипех пушатнă.

Чăваш Енри Канаш районӗнчи Виçпӳрт ялӗнче апрелӗн 22-мӗшӗнче 16.00 сехет тӗлӗнче ултă (!) çурт çуннине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Çаплах тата темиçе дача çурчӗ те вутпа сиенленнӗ-мӗн. «Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук», – çырать сайт ЧР МЧС хыпарӗ çине таянса. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушар типӗ курăка çунтарнине пула тухнă. Телее, аманнисем, сиенленнисем çук.  

Юлташсем, ТР МЧСӗ Тутарстан территорийӗнче апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 10-мӗшӗччен пушара хирӗç ятарлă режим пынине. Çак вăхăтра пахчара, урамра, çырма хӗррисенче тата ытти уçă вырăнта кăвайт чӗртме, типӗ курăка çунтарма, шашлык пӗçерме юраманнине аса илтерет. ( Сăнӳкерчӗк 21.mchs.gov.ru пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия