Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Канмалли кунсенче «Наци кросӗпе» Хусан çурмамарафонӗ иртет

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче «Наци кросӗ», шăматкунпа вырсарникун Хусан çурмамарафонӗ пулать. Икӗ мероприятие те «Демография» наци проекчӗн «Спорт – норма жизни» федераллă проект шайӗнче йӗркелеççӗ.

Кашни çул «Наци кросӗ» тӗрлӗ ӳсӗмри спортпа туслă çынсене пуçтарать. Профессионал спортсменсемпе пӗрле старта спорт ветеранӗсем те, ачасем те, студентсем те, чирлӗ çынсем те тухаççӗ çак кун. Хутшăнакансене майлăрах пултăр тесе  темиçе старт площадки хатӗрлӗç.

Тӗслӗхрен, «Локомотив» стадионра 4, 6, 8 тата 12 километр дистанци чупакансем пухăнӗç. Кашни ача хăйӗн шкул территорийӗнче вырнаçнă чупусене хутшăнса «Наци кросӗн» участникӗ пулма пултарать.

«Наци кросӗн» тӗп площадки «Урам» экстрим-парк пулать. Унта пурне те пултарулӑх тата спорт коллективӗсен хутшăннипе вӑйӑ-программа кӗтет. Ăмăртăва хутшӑнакансем Кремль çывăхӗнчи çыран хӗррипе чупӗç.

Çавӑн пекех ачасен,  «пурнăçа юратакансен» чупăвӗсен, «Ырӑ Хусанăн» ыр кӑмӑллӑх старчӗ иртет. Çемье çулталӑкӗ пулнăран кăçал  çемьесен хутшăннипе  чупу та пулать, ăмăртусен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх чи лайăх спорт çемйине палӑртӗç. Уйрӑм площадкӑра кӑмӑл тӑвакансем ГТО нормисене пама пултарӗç.

Уяв йӑлана кӗнӗ массӑллӑ чупупа вӗçленет.

Мероприятие  хутшӑнма Патшалăх услугисен порталӗ урлă килтен тухмасăрах  регистраци иртме пулать.  Çавăн пекех сентябрӗн 20-мӗшӗччен 10:00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен Тӗп стадионра та (Ташаяк урамӗ, 2а)  кӗтеççӗ кăмăл пуррисене.  Пӗрле паспорт (е çуралнă хут), медицина страхованийӗн полисӗ тата тухтăртан справка пулмалла.

Ӑмӑртусен çӗнтерӳçисемпе призерӗсене кубок, медаль тата диплом парса чыслӗç.

Хусанти спорт кану кунӗсем вырсарникун малалла тӑсӑлӗç, вӑл тӗрлӗ ӳсӗмри 5 пин ытла çынна пӗрлештерӗ. Хутшӑнакансем хушшинче  3, 10 тата 21 çухрӑмлӑ дистанцисенче çӗнтерӳçӗсене палăртӗç.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт Здоровье Кросс наций