КĂННА КУШКИ КĂÇАЛ ЮБИЛЕЙСЕМПЕ ПУЯН
Кунтан тухнă паллă çынсене хисеп туса ял-йыш ятарлă мероприяти йӗркелесе ирттерчӗ Нумай пулмасть Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейӗн ӗçченӗсем ялти шкулпа тата Культура çурчӗпе пӗрле «Кăнна Кушки çӗрӗ – талантсен çӗрӗ» ятпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттерчӗç. Ку ахальтен мар – кăçал, 2023 çулта, çак ялтан тухнă паллă çынсен юбилейӗсем йышлă пулчӗç.
Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрӗ. Чӗмпӗр чăваш шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ, пирвайхи чăваш букварьне хатӗрлесе кăларас ӗçе хастар хутшăннă Алексей Васильевич Рекеевпа пирвайхи чăваш çыравçисенчен пӗри, Кăнна Кушкинчи пӗрремӗш училищӗне тăвассине йӗркелекенӗ, унăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Игнатий Иванович Иванов çуралнăранпа та 175 çул çитрӗ кăçал.
Çак ялта çуралса ӳснӗ паллă режиссер, актер, драматург, театр педагогӗ, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, пӗрремӗш чăваш театрне тата «Чăвашкино» студие йӗркелекен Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский çуралнăранпа сентябрь уйăхӗнче 130 çул çитрӗ.
Н.И.Ашмарина 17 томлă словарь пухса кăларма пулăшнă, чăваш чӗлхипе вӗренӳ кӗнекисен авторӗ, ăсчах, чăваш чӗлхин тӗпчевçи Николай Андреевич Резюков çуралнăранпа 125 çул, çыравçă, драматург, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Тихăн Петӗркки тата юрăçă, Чăваш АССР тава тивӗçлӗ артистки Анна Григорьевна Казакова çуралнăранпа 120 çул, поэт, прозаик, куçаруçă, либреттист, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш халăх поэчӗ Александр Егорович Алка çуралнăранпа 110 çул тулчӗ кăçал.
2023 çулта И.Я.Яковлевпа И.С.Максимов-Кошкинскин юбилейӗсене çӳллӗ шайра ирттернӗ, ыттисен çавра çулӗсене асăрхамасăр юлнă пек туйăнать. Çавăнпа та Кăнна Кушкинчен тухнă пӗтӗм паллă çынсене хисеп тума, вӗсен чăваш халăхӗшӗн тунă ырă ӗçӗсене аса илме ятарласа мероприяти ирттерес терӗмӗр – ноябрӗн 27-мӗшӗнче «Кăнна Кушки çӗрӗ – талантсен çӗрӗ» ятпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттертӗмӗр.
Ку куна ахальтен суйламан – шăпах çак кун 1913 çулта Чăваш халăх поэчӗ Александр Алка çуралнă. Паллах ӗнтӗ, мероприятире ытларах унăн пултарулăхӗ çине тимлӗх уйăртăмăр. Надежда Кузьминична Пыркинăпа Кăнна Кушки шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Анатолий Сергеевич Байдеряков Александр Алган пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки питӗ интереслӗ каласа пачӗç, унăн сăввисене вуларӗç.
Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейӗн ертӳçи Алексей Александрович Пыркин вара çак ялтан тухнă ытти паллă çынсем пирки доклад турӗ, вӗсен пурнăçӗнчи интереслӗ фактсемпе паллаштарчӗ. Культура çуртӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗ таврапӗлӳ каçне хитре юрăсемпе илемлетрӗ. Е.А.Никонорова хăйӗн Кăнна Кушки çинчен çырнă сăввине вуласа пачӗ.
Теччӗ районӗнчи Чăвашсен вырăнти наципе культура автономийӗн ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев таврапӗлӳ каçӗ çӳллӗ шайра иртнине, вăл вăхăтлă пулнине тата питӗ кирлине, хамăрăн ентешсене яланах асра тытмаллине палăртрӗ.
Унтан мероприятие хутшăнакансем пурте пӗрле ял варринчи «Кăнна Кушкин паллă çыннисем» мемориал комплексӗ патне чечек хучӗç, пултаруллă ентешӗсен умӗнче пуç тайрӗç.
Альбина ХАРИТОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев