Каравона каяр, халăхпа юрлар
Паян çурхи Микула кунӗ. Çак паллă кунран Тутарстанра наци уявӗсем пуçланасси йăлана кӗнӗ. Майăн 23-мӗшӗнче яланхи пекех вырăссен наци уявӗ – Каавон– Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче уçать ку тапхăра
34-мӗш хут иртет уяв, апла пулин те йӗркелӳçӗсем кашнинчех мӗнле-тӗр çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтереççӗ çынсене. Çулран çул пыракан ырă йăласене те манмаççӗ. Хусанти ЦУМра ирнӗ пресс-конференцире çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа пачӗç.
Пресс-конференцие ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин уçрӗ. Ăстасен ӗçӗсене халăхра сарассипе ӗçлекен ЦУМра кăçал иртекен наци уявӗсен пресс-конференцийӗсене ирттерес кăмăлне пытармарӗ.
Кăçал Каравонра яланхи пекех, республикăран, тулашӗнчен пуçтарăннă алăстисен ӗçӗсене туянма та, мастер-классенче вӗсен ӗçӗпе тӗплӗнрех паллашма та пулать. Урамри театр, вырăс наци кухнин апачӗсем, сӗтелçи вăййисем тата ытти нумай-нумай плоçадка ӗтсе тăрӗ пире. Ачасене çеç мар çитӗннисене те.
Тӗрӗ тӗрлеме юратакансене «Вырăс çемйинчи алшăлли» ятлă куравра илемлӗ тӗрленӗ япаласем курма пулӗ, паллах, кăмăл пулсан алла йӗп тытма та вӗрентӗç унта.
Пӗлтӗр Каравона килнисем пӗрремӗш хут кӳлӗре ладьяпа ярăнма пултарчӗç. Ку çӗнӗлӗх питӗ килӗшнӗ хăнасене, кăçал та вырăс халăх юррисен çеммипе шыв çийӗн ярăнма май пулӗ.
Республика ертӳçисем наци уявӗсенче ялан халăхпа пӗрле савăннă. Ыран та çаплах пулӗ. ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Каравона пуçтарăннисене саламлӗ, наци культурине талантарассипе тăрăуллă ӗçлекенсене тав туса республикăн сумлă наградисене парӗ.
Каравонăн хедлайнерӗ кăçал Влада Мирави пулать. Поп-юрăçă питӗ пултаруллă – продюсер та, композитор та, юрăç та. Нумай енлӗ талантлă çынна курма, итлеме интереслӗ пулӗ.
Хусантан Лайăш районӗнчи Никольски ялне Çӗнтерӳ проспектӗнчен, ЦУМ умӗнчен ятарлă автобуссем çӳрӗç. Енчен те эсир Хусанта юлсах Каравонра мӗн пулса иртнине курасшăн, ЦУМ сирӗн валли тӳрӗ эфир йӗркелет. «Татаресурсцентр» платформинче те пăхма пулать вырăс наци уявне.
Кăçал мероприяти 10 – 17 сехетчен тăсăлать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев