Картинăсенче çутă тунсăх, кăмăлласа шӳтлени, нушине туйса пăшăрханни
Октябрӗн 5 – 11-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ Чăваш культурин кунӗсенчен пӗрне шăпах Владимир Акимова халалланă. Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртне юсаса илемлетнӗ хыççăн картинăсен куравне уçаканни пӗрремӗш пулчӗ чăваш ӳнерçи. Мăшăрӗпе Анна Константиновнăпа 43 картина кӳрсе килнӗ вӗсем, питӗ çыпăçуллăн вырнаçтарса тухнă. Картина хыççăн картина пăхса пынă май, калăн вӗсем уйрăм ӳкерчӗксем мар, пӗр сюжетпа тăсăлакан интереслӗ истори каласа параççӗ.
Владимир Яковлевич Акимов – ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1994), ТР халăх художникӗ (2006), РФ тава тивӗçлӗ художникӗ (2014), РФ Художниксен союзӗн кӗмӗл медальне тивӗçнӗ (2015), Н.И.Фешин ячӗллӗ преми илнӗ (2020).
Владимир Акимов 1950 çулхи ноябрӗн 27-мӗшӗнче Самара облаçӗнчи Янтурай ялӗнче çуралнă. 1971 çулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнă. Çар хӗсметне кайса килнӗ хыççăн Ленинградри И.Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1980 çулта монументлă искусство специальноçӗпе питӗ лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнă хыççăн В.Акимова Хусана чӗнсе илнӗ. Çамрăк ӳнерçе Ярославле те чӗннӗ, анчах Владимир Яковлевич Тутарстана суйласа илнӗ – тăван енчен инçе мар, унта пурăнакансен менталитечӗ те пӗр пекрех (кӳршӗсем-çке) пулни пӗлтерӗшлӗ пулнă-тăр. ТАССР халăх художникӗн Х.А.Якуповăн живопись мастерскойӗнче тăрăшнă. 1983 çулта çемйипе Çырчаллине куçса кайнă. Çамрăк хулара художник-монументалистсем çитмен, вăл вăхăтра обществăлла вырăнсене – шкулсене, больницăсене культура вучахӗсене мозаикăсемпе, витражсемпе, искусствăн ытти тӗсӗсемпе илемлетнӗ.
1859 çулта туса лартнă Кӗмӗлсӗр Космапа Дамиан ячӗллӗ храма 1990 çулта реставраци тунă çӗре Владимир Яковлевич хастар хутшăннă. Пысăк ӗç туса ирттернӗ. Çавăн чухне тӗн историйӗпе çывăхрах паллашнă. Тӗн сюжечӗпе çырнă картинăсем те çакăн хыççăн художник ӗçӗсенче час-час тӗл пулма пуçланă.
Интернет пӗлтернӗ тăрăх паянхи куна Владимир Акимов хăйӗн 24 куравне ирттернӗ, географийӗ те пысăк: Хусан, Шупашкар, Мускав, Вена, Берлин, Ролли (США), Нью-Йорк тата ытти хуласенче. Паллах, çуралса ӳснӗ Самара тăрăхӗнче те (халӗ те Серноводскра 34 картинăран тăракан экспозици куравра).
Юбилейсенче çын халиччен тунă ӗçсене пӗтӗмлетсе малашнехи утăмсене шутласа палăртать, творчество çынни уйрăмах çапла. Владимир Яковлевич куравӗ пирки те çакнах каламалла-тăр. Пӗтӗмӗшле илсен, çуралса ӳснӗ тăван ен, кӳршӗ-аршă сăнарӗсем, яланхи пекех историпе, тӗн ӗненӗвӗпе çыхăннă сюжетсем тӗп вырăнта: 27 çул хушши çырнă «Армаггедон» та, ылтăн фольгапа усă курса ӳкернӗ «Тайная вечеря», «Распятие. На улицах древнего Иерусалима» триптих... Тӗрлӗ стильпе (тепӗр чух пӗр картинăна çырмах темиçе стильпе усă курнă) çырнă кашни картина умӗнче куракан темӗнччен чарăнса тăрать. Вӗсенчен кашни нумай шухăш çуратать.
Владимир Яковлевич портретсем çырассипе те пысăк ăста. Туслăх Çуртӗнче тепӗр хут çакна курса хаклама пулчӗ. Хунӗн портретӗнчен пирӗн çине куçлăх тăхăннă арçын ăслăн пăхса ларать, художник амăшӗн портретӗнче лăпкăлăх, кил ăшши туятпăр. Тӗнчипе паллă ентешӗмӗр Федор Шаляпин бас портречӗ те пур куравра. Артист сцена çинче ăсталанă сăнарӗсен хушшинче ларать.
Владимир Яковлевич ял-йыша мӗнле ӳкернине пăхма уйрăмах кăмăллă. Калăн, ӳнерçӗ киçтӗкӗпе пир пусмана кашни лекмессерен хăй çак çынна хисепленине, кăмăлланине палăртасшăн пек. Мӗн чухлӗ ирони, çепӗçлӗх ку картинăсенче.
Курав уçăлнă тӗле çынсем йышлă пухăнчӗç. Мешехене «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова ертсе пычӗ. Вăл художник çинчен те каласа пачӗ, килнӗ çынсемпе те паллаштарчӗ, юрату çинчен чăвашла юрă хитрен юрласа пачӗ. Микрофон умне тухса калаçакансенчен кашни Владимир Акимовăн картинисене ырларӗ, малашне те çапла ăнăçлă ӗçлеме сунчӗ. ТР ЧНКА Канашӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев Владимир Акимов картинăсем çеç мар, калавсем те çырни çинчен каласа пачӗ, интернетра проза порталӗнче пичетленет иккен Акимов-çыравçă.
ТР Художниксен союзӗн пайташӗсем – ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Фиринат Халиков тата ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ТР халăх художникӗ Мударис Мингазов килнӗ ӗçтешне саламлама. Владимир Яковлевич пултаруллă ӳнерçӗ, йӗркеллӗ çын, шанчăклă юлташ пулни çинчен каласа пачӗç вӗсем. Владимир Акимов чăваш ТР халăх художникӗ, ЧР халăх художникӗн ятне илме те тивӗç тесе асăрхарӗç.
Туслăх Çуртӗнчи курав ноябрӗн 16-мӗшӗччен пырать. Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» галерейăра Владимир Акимов 75 çул тултарнă тӗле йӗркеленӗ курав уçăлать. Художник пултарулăхне кăмăллакансен тата ытларах ӗçне пăхса хаклама май пулать.
В.Александрова, И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев