Кăшарнире вакăра шыва кӗрекен граждансен хăрушсăрлăхне васкавлă пулăшупа полици ӗçченӗсем тимлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Кăшарнире вакăра шыва кӗрекен граждансен хăрушсăрлăхне васкавлă пулăшупа полици ӗçченӗсем тимлӗç

Кăшарнире Хусанта пилӗк çӗрте вакăра шыва кӗме пулать.

Январӗн 19-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем Кăшарни  (Крещение Господне) праçникне паллă тăваççӗ. Çак кун чиркӳсенче уяв кӗллисем иртеççӗ.

Хула çыннисемпе хăнасем валли пилӗк вырăнта шыва кӗме вакăсем касаççӗ:

Тури Кабан кӳллинче – «Сокол» кафе патӗнче;

Тури Кабан кӳллинче – Борисковская урамӗнчи 54-мӗш çурт тӗлӗнче;

Евдокия преподобная великомученница храмӗн купелӗнче – Федосеевская урамӗ, 49-мӗш çурт;

Атăл юханшывӗнче – Николай Чудотворец храмӗ (Приволжская урамӗ, 32-мӗш çурт) патӗнче;

Турă Амăшӗн «Живоносный источник» турăшӗ ячӗллӗ храмăн купелӗнче (5-мӗш Кадышская, 12-мӗш çурт).

Граждансен хăрушсăрлăхне васкавлă пулăшупа полици ӗçченӗсем тимлӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Нет комментариев