Кашкăрсен е йытăсен ӗçӗ?
Менделеевск районӗнчи Бизяки ялӗнче майăн 15-мӗшӗнче çӗрле вырăнти фермерăн 26 сурăхне харăсах тем пăвса кайнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сурăхсене мăйран çыртса юнне ӗçнӗ иккен. Раис Гильфанов фермер шучӗпе, сăтăрçăсем кашкăрсем пулма пултарнă. Шăпах вӗсем сурăха кӗтесе хăваласа кӗртсе пăваççӗ.
Чăн та, кашкăрсене ял патӗнче куракансем хальччен пулман. Çитменнине çывăхра вăрмансем те çук. Апла пулин те хуçан сăмахӗсемпе, йӗрсем тискер чӗрчунăнни манерлӗ. Хуçасăр йытăсем вара çителӗклех. Çуллен фермерăн 4-6-шар сурăхне çураççӗ. Анчах кун пек пысăк çухатăвах тӳсмен вăл. Пӗр каçрах 300 пин тенкӗ тăкак вӗт.
Сăмах май, Р.Гильфанов 2014 çулта хресченпе фермер хуçалăхне йӗркеленӗ пулнă. Кӗтӗве 12 пуçран пуçласа 62 çитернӗ. Ял хӗрринчи акман çӗре ятарласа сурăх ӗрчетме туяннă. «Ăçта ӳкнӗ, çавăнтах ура çине тăма хăнăхнă эпӗ. Мӗн чухлӗ укçа янă та ку ӗç çине, тупăшне илме пуçлас килет»,– тет вăл ӗçе малаллах тăсассине пӗлтерсе. Шел, выльăхӗсене страхламан пулнă вăл, çавăнпа тăкака саплаштарма май килмӗ. Тепӗр хăрушлăх та пур: сăтăрçă кашкăрах-тăк, кӗтӳ еннелле çула манмасть.
Хальхи вăхăтра фермер полицие заявлени çырнă. Пулса иртнине йӗрке хуралçисем ветеринари ӗçченӗсемпе пӗрле тӗпчеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев