Кашни киле – кăвак çулăм
Сӑмах пурӑнмалли çуртсем пирки кӑна мар, медицина тата вӗрентӳ учрежденийӗсем пирки те пырать
Ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци-агентствинче иртнӗ пресс-конференцире çуртсене çутçанталăк газне кӗртссине вӗçлесси çинчен сăмах пычӗ. ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Марат Минибаев тата «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗн юсавпа капиталлă строительство енӗпе çумӗ Рустем Хамматов республикăри лару-тăру çинчен каласа пачӗç.
РФ Президенчӗ Владимира Путин хушăвӗпе 2025 çулта газ кӗртнӗ ялсенче-поселоксенче çуртсене газпа тивӗçтерес программăна пурнăçласси малалла пырать, тесе пӗлтерчӗç вӗсем.
Ӗçсене кал-кал илсе пырас тӗллевпе власть органӗсемпе «Газпром трансгаз Казань» компани ятарлă штаб йӗркеленӗ. Ăна ТР Раисӗ ертсе пырать. Паяна 3140 ялсемпе поселоксенчен, хуласенчен 2827-шне газ кӗртнӗ, ку енӗпе ӗç малалла пырать.
Тутарстан çуртсене газ кӗртсе пӗтерме 2,5 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклӗ. Вӗсенчен 1,7 миллиард тенкине пӗрлехи оператор Газпром тытӑмӗ куçарать тата ятарлӑ тӳлев (газпа усă куракан компанисен укçисем) 809 миллион тенкӗ пулать.
Республикăра çынсем пурăнакан çуртсене газ кӗртессин срокӗ çук тесе пӗлтерчӗ Марат Минибаев.
Пӗтӗмӗшле илсен республикăра газ кӗртсе пӗтерме 2021– 2024 çулсенче 7,706 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ: пӗрлехи оператор – 5,396 миллиард тата ятарлӑ тӳлев укçи 2,31 миллиард тенкӗ. Паянхи куна догазификаци программине 55 022 заявка килнӗ – 41 574 заявкӑна ӗçе илнӗ. Ку пӗтӗмӗшле çурт-йӗр хуçалӑхӗсен 82 проценчӗ, Раççейре чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри.
Газификацие пурăнмалли çуртсенче кӑна мар, вӗренӳ тата медицина учрежденийӗсенче те ирттереççӗ, паяна 17 заявкăпа килӗшӳ туса ӗçсене 100 проценчӗпех пурнăçланине пӗлтерчӗç тӗлпулăва килнисем.
Унсӑр пуçне министр çумӗ Марат Минибаев дача поселокӗсенче (СНТ) газ кӗртессипе çыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланнине палӑртрӗ. Маларах газ пӑрӑхне сад юлташлӑхӗн чиккине çити кӑна çиртернӗ –тӗк, программӑпа газа çурт ларакан çӗр чиккине çитичченех тӳлевсӗр ирттереççӗ, СНТ газ кӗртнӗ ял çывăхӗнче пултăр çеç. Харпӑрлӑхçӑсен прлограммăна кӗме документсене пухмалла, сӑмахран, газ пӑрӑхӗ ирттерес енӗпе обязательствӑсем памалла. Урӑхла каласан, унта пурӑнакансен газпа усӑ курассине, ӗçлени харама кайманнине ӗнентермелле. Рустем Хамматов пӗлтернӗ тăрăх, паяна сад обществисенчен 2662 заявка илнӗ, анчах тӗрлӗ сăлтавсене пула вӗсене пурне те тивӗçтерме çук иккен, паяна 771 заявкăна ӗçе кӗртме йышăннă. Ыттисемпе те ӗçсем малаллах пыраççӗ.
Çӗнетнӗ графикпа Тутарстанра 2028 çул тӗлне çынсем пурăнакан 38 пин ытла çурта газ кӗртӗç.
Спикерсем тӳлевсӗр газ кӗртесси çинче те чарăнса тăчӗç. Аслă вăрçă ветеранӗсене, тылра ӗçленисене, инвалидсене, ятарлă çар операцине хутшăннисене тӳлевсӗрех кӗртсе параççӗ. Тӗрӗсрех каласан, кун пек категорири граждансенне газ кӗртсе тăкакланнăшăн 100 пин тенкӗ таран саплаштараççӗ. Анчах çыннăн виçӗ çулта пӗр хутчен çеç заявка пама ирӗк пур. Тăтшрах газ кӗртекенсен ытти заявкисемшӗн хăйсеннех тӳлеме тивет. 2025 çулта республикăра 50734 пурăнакан çурта тӳлевсӗр газ кӗртме ирӗк пур, 2021 çултие танлаштарсан – догазификаци программа хута кайнă çул – виçӗ хут нумайрах.
Журналистсем спикерсенчен çӗр участокӗсем пирки ыйту пачӗç. Халӗ çемьере виççӗмӗш ача çуралсан çӗр лаптăкӗ параççӗ. Кил-çурт туса лартиччен малтан, «таса хирте» догазификаци программипе газ кӗртме ирӗк пур-и вӗсен? Çуртран малтан газ пăрăхӗсене хывасси çӗнӗрен газ кӗртнипе танлашать иккен. Çавăнпа тӳлевӗ самай пысăкрах пулать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев