Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни килте ăшăлăх хуçалантăр

Элмет районӗнчи патраклăсем кӗркуннепе хӗлле тӗл пулнине палӑртса Пукрав уявне ирттерчӗç. Кунта ытларах уява палӑртса капак (кавӑн) кукли пӗçереççӗ.

Тулти ӗçсем те вӗçленсе пынă май ял-йыш клуба улаха пуçтарӑнчӗ. Кашни хӑйпе пӗрле кукӑль илсе килчӗ. Сӗтел хушшинче пӗр-пӗринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларса чей ӗçрӗç. Кашни килтех ырлӑх-сывлӑх, ӑшӑлӑх,  телей, килӗшӳпе юрату, тăнăçлăх хуçалантӑр тесе сӑйланчӗç пуçтарăннисем.

Ачасене аслисем Пукрав уявӗ пирки каласа пачӗç.

Людмила САВОСТЬЯНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашские традиции