Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каспер Бергманн: «ӖÇЛЕЕТПӖР ЭПИР»

«Cиртен уйрăм, пенсипе кăна пурăнас килмест пирӗн, пӗлӳ илес, ӗçлес килет, ӗçлеетпӗр эпир», – çапла пӗлтерчӗ декабрӗн 9-11-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ Япăх илтекенсен ӗç ăсталăхӗн DeafSkills чемпионатне халалланă пресс-конференцире Илтменнисен пӗтӗм тӗнчери федерацийӗн вице-президенчӗ Каспер Бергманн.

Инвалидсен прави енӗпе конвенцие Раççейре йышăннăранпа 2022 çулта 10 çул çитет. Çак енӗпе тунă пӗрремӗш утăм вăл – «Доступная среда» проект. Тутарстан ку енӗпе пилотлă регион пулчӗ. Ун чухне проектăн тӗллевӗ сывлăх енчен çирӗпех маррисене суту-илӳ, спорт комплексӗсене, вӗрентӳ, медицина тата ытти учрежденисене чăрмавсăр кӗрсе çӳреме меллӗ тăвасси пулнă-тăк, паян – хутшăнма майсем туса парасси. ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун Тутарстанра илтмен е япăх илтекен 6 пин çын пурăнать. Вӗсемпе хутшăнма 163 çынна ятарласа жестлă вырăс чӗлхин куçаруçине вӗрентнӗ. Республикăн хута кайнă «112» проекчӗпе (Ватсап мессенджерта жест куçаруçисем илтменнисене экстреннăй службăсемпе çыхăнма пулăшаççӗ) вара паян ытти регионсем те усă кураççӗ.
Çак категорири граждансен ӗç ăсталăхӗн Раççей чемпионатне Хусанта  ирттерес пуçарăва ТР Президенчӗ Р. Минниханов ырласа йышăннă,  тӗрев панă. Кунашкал чемпионат ирттерме пирӗн база пур, опыт та пысăк.
Хальхинче унта Раççейӗн 57 хулинчен 18-35 çулсенчи пурӗ 221 çын хутшăнчӗ. Декабрӗн 9-11-мӗшӗсенче Хусанти 5 площадкăра (Строительство колледжӗ, Суту-илӳпе экономика, Халăх промыслисен, Информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗсем) 26 компетенцире тупăшрӗç.100 волонтер тата 30 сурдокуçаруçă пулăшрӗ, ăсталăха 130 эксперт хакларӗ. 2017 çулта Хусанта иртнӗ çакăн пек ăмăртура 70 çын тата пурӗ те 10 компетенцире хăй ăсталăхне кăтартнă пулсан, кăçалхи чемпионат çӗршывра инвалидсен ыйтăвӗпе нумайрах ӗçленине çирӗплетет.  
«Хусанти чемпионат вăл – ӗç уявӗ. 221 профессионал хăйӗн ăсталăхне кăна мар, обществăна ӗçлеме пултараслăха та кăтартаççӗ», – терӗ Пӗтӗм Раççейри илтменнисен обществин, DeafSkills Халăхсен хушшинчи ассоциацийӗн президенчӗ, РФ Президенчӗ çумӗнчи Инвалидсем енӗпе ӗçлекен комиссин пайташӗ Станислав Иванов чемпионатăн тӗп тӗллевне палăртса.
Сăмах май, Япăх илтекенсен ӗç ăсталăхӗн DeafSkills тӗнче чемпионатне  2023 çулта ирттерме палăртнă.
Çапах та инвалидсене тулли пурнăçпа пурăнма майсем туса парас енӗпе Раççейре ӗçлемелли нумай-ха. Калăпăр, аслă шкулсенче хальхи вăхăтра япăх илтекен 1000 студент кăна вӗренет иккен, пӗтӗмпе çӗршывра ку категорири  çамрăксем 25000-ӗн. ТР Президенчӗ калашле, ытлашши çынсем çук пирӗн, сывлăх енчен çирӗпех маррисем обществăшăн усăллă пулма пултараççӗ, кун валли майсем кăна туса памалла.  Куратпăр, Тутарстан ку енӗпе ӗçлет. Ӗçпе тивӗçтерес тӗллевпе ӗç ярмăрккисем йӗркелет, хăйсен ӗçне уçма кăмăл пуррисене 145 пин тенкӗ укçа парса пулăшать. Çапла майпа иккӗмӗшӗсем хăйсене кăна мар, ыттисене те ӗçпе тивӗçтерме пулăшаççӗ, мӗншӗн тесен чăнах та ӗçлеме пултараççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев