Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Чипер Марине ирхине çывăрса тăрать те чӳрече патне пырать, аялалла пăхать. Асфальт çине: «Улькка, качча тух мана!» – тесе çырса хунине курсан савăнсах каять. Хăй Улькка ятлă маррине темиçе минутран çеç аса илет.

Хам мӗнле ватăлса пыни упăшка сăмахӗсемпе. 

Малтан: «Манăн пикеçӗм!» 

Кайран: «Эс мӗн, амăшӗ...»

Унтан: «Ман карчăк пачах ăсран тайăлнă иккен...»

*  *  *

– Арăмупа иксӗр хушшăрти хирӗçӳ мӗнпе вӗçленчӗ? – ыйтать Вӗçкӗн Ваççаран юлташӗ. 

– Чӗркуçленсе пырса тăчӗ ман пата. 

– Вара мӗн терӗ?

– «Кравать айӗнчен тух, эп лăплантăм!» – терӗ. 

*  *  *

Пӗчӗк Наçтук телевизорпа опера юрăçи юрланине пăхать-пăхать те:

– Пире садикре çакăн пек кăшкăрса юрласан вăрçаççӗ, – тесе хурать.

*  *  *

Хунямăшӗ кинӗ патне килнӗ. Хваттерте тӗрӗслесе çӳрет. Телевизор çине пӳрнипе сăтăрать те унта тусан пуррине систерсе:

– Çакăнпа çыхăннă мӗнле каларăш пур-ха? – тесе ыйтать.

– Сысна таçта та пылчăк тупать, – аптраса тăмасть çамрăкки.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анекдоты