Кăштах кулăш
Пӗчӗк Петюкпа амăшӗ банкомат умӗнчен иртсе пыраççӗ. Амăшӗ: – Çиччас, укçа илетпӗр те лавккана кӗретпӗр, – ăнлантарать вăл ывăлне банкомата банк карттине чиксе хут укçа илнӗ май. – Анне, банкоматра атте ларать-им унта? – тӗлӗнет ывăлӗ.
Суд ларăвӗ. Арăмӗпе упăшки уйрăлассипе çыхăннă ӗçе пăхса тухаççӗ. Судья мăшăра мирлештерес тесе тăрăшать.
Упăшки:
– Çук, пурăнмастăп эпӗ урăх унпа! Ара, хамăрăн çывăрмалли пӳлӗмре качака усрать вӗт! Сывлама çук, фу!
– Тен, чӳречене уçни пулăшӗ? – сӗнет судья.
– Ара! Ман кăвакарчăнсем вӗçсе тухса кайччăр-и?!
* * *
Вӗçкӗн Ваççа васкавлă пулăшăва шăнкăравлать.
– Тухтăр, часрах килсемӗр пирӗн пата. Ман арăмăн аппендицит! – хумханса калаçать вăл.
– Ан пăшăрханăр, эп сирӗн арăмăра икӗ çул каялла операци турăм. Çыннăн икӗ хутчен аппендицит пулма пултараймасть, – хуравлать тухтăр.
– Паллах, тухтăр, сирӗнпе килӗшетӗп. Анчах та çыннăн урăх арăм пулма пултарать вӗт-ха...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев