Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Поездри купере арçынпа çамрăк хӗрарăм ларса пыраççӗ. Арçынни пуçне çӗклемесӗр хаçат вулать.

Ларсан-ларсан хӗрарăм чăтаймасть:

– Итлӗр-ха, мӗншӗн эсир ман çине пуçăра та çӗклесе пăхмастăр? Эпӗ илемлӗ, илӗртӳллӗ, çамрăк... Купере пирӗнсӗр пуçне урăх никам та çук...

Арçын:

– Калап вӗт, виçӗ сехет йăлăниччен çур сехет чăтмалла тесе...

*  *  *

6-ри хӗрӗ Чипер Маринене:

– Анне, кала-ха, эпӗ яланах санпа тата аттепе пӗрле пурăнăп-и?

– Çитӗнсен юратса пăрахăн та качча кайăн, вара упăшкупа пурăнма пуçлăн, – хуравлать амăшӗ.

– Вăт! Çуратаççӗ те кайран качча хăваласа яраççӗ! Эсир мана кам валли çуратнă – хăвăр валли е упăшка валли?... – тарăхать пӗчӗкскер.

 


анекдоты

Нет комментариев