Кăштах кулăш
Арçынсем кушак аçисем пекех: çитерме мантăн-тăк – çилленеççӗ, мăкăртатаççӗ; çитертӗн-тӗк – харлаттарса çывăраççӗ...

– Пӗчӗк чух мана аттепе анне час-часах кукаçипе хăваратчӗç, – каласа парать Вӗçкӗн Ваççа. – Кукаçи вара ман профессор, университетра студентсене вӗрентет, хисеплӗ çын. Анчах та унăн хобби пурччӗ – тӗрлӗ йышши пылак эрехсен коллекцине пухатчӗ. Мана шкула кайма вăхăт çитсен вӗрентекенпе паллашма илсе кайрӗ анне. Пулас вӗрентекен Мария Ивановна мана тӗрлӗ ыйтусем парса тӗрӗслет хайхи. Пӗр заданире антонимсем тупмаллаччӗ. «Сухой» сăмах çумне эпӗ «полусладкий» тесе çырса хутăм. Вӗрентекен кайран аннепе чылайччен калаçрӗ вара...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев