КазаньФорумра 163 килӗшӳ тунă
Май уйăхӗн 12-17-мӗшӗсенче Хусанта 17-мӗш хут иртнӗ «Россия – Исламский мир: КазаньФорум 2026» экономика форумӗ тӗнчери çакнашкал чи пысăк та пӗлтерӗшлӗ 5 форум йышӗнче, кун çинчен Тутарстанăн Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Миннуллина ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
КазаньФорума кăçал 99 çӗршыв тата Раççейӗн 75 субъекчӗн представителӗ хутшăннă, 250 ытла хаклă хăна килнӗ. Тӗнчери паянхи лару-тăрăва пăхмасăр пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах ку. Форум ӗçне 20 çӗршыври 529 журналист çутатнă.
Талия Миннуллина сăмахӗсемпе, форумăн ӗçне ют çӗршыв хăнисем те, çӗршывпа республика ертӳçисем, йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи Марат Хуснуллин та лайăх хак панă. Хусан чăннипех Раççейӗн Ислам тӗнчин çӗршывӗсемпе экономика, наукăпа техника тата культура çыхăнăвӗсене йӗркелемелли площадка пулнине ӗнентерчӗ. Кăçалхи хăйне май рекордли те. Пӗтӗмпе 163 килӗшӳпе меморандума алă пуснă. Вӗсенчен 86-шӗ çӗршывсен шайӗнчи, тепӗр 70-шӗ Тутарстанран.
Раççейпе ОИС çӗршывӗсен малашнехи хутшăнăвӗсен приоритетлă направленийӗсене палăртакан «Раççей – Ислам тӗнчи» Стратегилле курăм ушкăнӗн ларăвӗ; суту-илӳпе экономика, техника хутшăнăвӗсен ыйтăвӗсемпе Раççей-Индонези, Раççей–Мали, Раççей-Таджикистан правительствăсен хушшинчи ларусем; Раççейпе ют çӗршывсен представителӗсен тӗрлӗ форматлă 10 тӗлпулăвӗ; халăхсен хушшинчи çыхăнăва йӗркелессипе «Раççей-Гана», «Раççей-Малайзи», «Раççей-Оман», «Раççей-Эфиопи», «Раççей-Пакистан», «Раççей-Çывăхри Хӗвелтухăçпа Çурçӗр Африка», «Раççей-Индонези»,«Раççей- Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗ», «Раççей-Афганистан», «Раççей-Сауд Аравийӗ» конференцисем иртнӗ.
Талия Миннуллина Хусан форумăн ӗçне тухăçлăрах тăвас шутпа çуллен çӗнӗлӗхсем кӗртнине те каларӗ. Кăçал, тӗслӗхрен, пуçласа «Проекты России:Инновации. Инвестиции. Инфраструктура» курав йӗркелесе 7 темăпа (пурăнмалли тавралăх, культурăпа креативлă индустри, цифра технологийӗсемпе IT, логистикăпа транспорт, туризм, спортпа кану) 150 ытла проект тăратнă. Форум шайӗнче пӗтӗмпе 152 мероприяти иртнӗ, çав шутра 133 ӗçлӗ сесси, вӗсенче 925 спикер хутшăннă. Аса илтеретпӗр, кăçалхи форумăн тӗп темисем: ислам финансӗпе инвестицийӗ, халяль индустрийӗ, информаци технологийӗсем, транспортпа логистика, патшалăхпа власть, пормышленность диалогӗ, вӗрентӳ, культура, спорт тата туризм пулчӗç.
«Хусан» агропромышленность паркӗнчи Халăхсем хушшинчи халяль индустрийӗн ярмаркки ӗçленине уйрăммăн палăртмалла. Кăçал унта 9 çӗршывпа Раççейӗн 11 регионӗн 100 компанийӗ хăйӗн продукцине тăратнă.
Хӗрарăмсен те хăйсен хушшинче сӳтсе явмалли ыйтусем çителӗклӗ. «Женский взгляд» трека хальхинче 22 çӗршыв (Ислам тӗнчин кăна мар) хӗрарăм-представителӗ хутшăннă, çав шутра эпир лайăх пӗлекен «Рабыня Изаура» сериалта тӗп рольте вылянă Бразили актриси Луселия Сантос та. Сăмах май, хӗрарăмсем форумра 18 килӗшӗве алă пуснă.
Виççӗмӗш çул иртнӗ Çамрăк поварсен Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсем хушшинчи турнирӗ те форумăн уйрăлми пайӗ халь. Унта кăçал 16 çӗршывăн пултаруллă поварӗсем хутшăннă.
Форум историйӗнче çӗнӗлӗх те пур. Вăл – «Бизнес на коне» ут ăмăртăвӗпе жокейсен пӗрремӗш чемпионачӗ. «KAZANFORUM – 2026» кубокӗшӗн Раççей (Тутарстан, Дагестан, Чечня, Пушкăртстан, Марий Эл, Адыгея, Краснодар тата Ставрополь крайӗсем), Казахстан, Кыргызстан тата Туркменистан спортсменӗсем хутшăннă.
Хула çыннисемпе хăнисене Хусан Кремлӗ çинче май уйăхӗн 14 – 16 мӗшӗсенче мэппинг (проекци)-шоу савăнтарчӗ. Хусан Кремлӗн сцени тăрăх Ятсăр башньăран пуçласа Спасс башни таран пурӗ 481 метрлă куçса тăракан хыпар йӗркипе республикăн наци культурипе истори еткерлӗхӗпе çыхăннă сăнсем кăтартнă. Раççей Рекорчӗсен кӗнекине вăл хыпар формачӗллӗ чи пысăк проекци пек кӗрсе юлӗ.
Казань Форум пек пысăк мероприятире вак-тӗвек çук. Çитменнине хальхи лăпкă мар лару-тăрура. Спикерсем форума хатӗрлесе ирттернисемпе пӗрлех обществăлла йӗркене талăкӗпех сыхланă 1200 ытла полици, хăрушсăрлăх службисен сотрудникӗсене уйрăммăн палăртса тав турӗç. Вӗсем тăрăшнипе пин-пин хăна йышăннă форум пӗр кăлтăксăр ӗçленӗ.
Чăн та, Хусанăн лăпланса ларма вăхăчӗ çук. Талия Миннуллина хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра июнӗн 3-6 мӗшӗсенче иртекен экономика форумне (яланхи пекех Тутарстанăн унта икӗ хутлă стенд пулать) тата июнӗн 17-19-мӗшӗсенче Хусанта иртекен тепӗр пысăк мероприятие АСЕАН (Çурçӗрпе Хӗвелтухăç Ази паташлăхӗсен ассоциацийӗ) 5-мӗш саммитне хатӗрленнине каларӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев