Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑçал пӗрлехи патшалăх экзаменне 700 пине яхӑн çын парӗ

2024 çулта пӗрлехи патшалăх экзаменне пама 700 пине яхӑн çын регистраци иртнĕ. Кун пирки юнкун Вӗрентӳ управленийӗн регионти органӗсен ертӳçисем валли ирттернӗ Пӗтӗм Раççейри канашлура вӗрентӳ надзорӗн пуçлăхӗ Анзор Музаев пĕлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2024 çулта, унчченхи пекех, Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенчен вӗренсе тухакансемшӗн, çавӑн пекех чикӗ леш енчи çĕршывсенче тӑракансемшӗн (вӗренӗве тĕрлĕ сăлтавпа татма тивнисемшĕн), Украинӑпа чикӗ çумӗнчи территорисенчен вӗренсе тухакансемшӗн экзаменсем ирттермелли ятарлӑ формат сыхланса юлӗ.

Экзаменсем Раççейĕн 89 регионĕнче тата чикӗ леш енчи 54 çӗршывра иртӗç. Пурĕ 5,5 пин ытла экзамен пункчӗ йӗркелӗç.

Анзор Музаев пур региона та мартӑн 5-мӗшӗнче иртекен ППЭ апробацине хутшӑнма сӗннӗ.ППЭ ирттерме хатӗрленнӗ чухне экзамен пункчӗсенче тата вĕсем çумӗнчи территорисенче обществӑлла йӗркелӗхе хӑрушсӑрлӑхпа тата сыхлавпа тивӗçтересси çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрмаллине те каласа хăварнă вăл.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование