Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çуртне шахмат клубӗ уçма кирлӗ хатӗрсене илсе килнӗ

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çуртне ертсе пыракан Вера Уканеева Тимченко фончӗ ирттернӗ «Добрый спорт» конкурса хăйӗн проекчӗпе хутшăнса çӗнтерни, 255 пин тенкӗ грант выляса илни пирки эпир çырнăччӗ ӗнтӗ.

Тимченко фончӗ ирттерекнӗ конкурса Вера Викторовна ывăлӗпе Роман Валерьевич Уканеевпа пӗрле хутшăннă, проекта та пӗрлех çырнă. Амăшӗ культура ӗçченӗ пулсан, ывăлӗ шахмат енӗпе тренер. Уканеевсем ялти Культура çуртӗнче «Туссен клубӗ» ятлă шахмат клубӗ уçма шутланă, конкурса хутшăннă. Унта вара вырăнти шахматистсем кăна мар, онлайн майпа хуть ăçта пурăнакансем те выляма пултарӗç.

Акă савăнăçлă хыпар пӗлтерчӗ Вера Викторовна: çак кунсенче шахмат клубӗ уçма кирлӗ хатӗрсенчен пӗр пайне – шахмат хăмисем, фигурăсен пуххисем, электронлă сехетсем – Кӗçӗн Сӗнчел клубне илсе килнӗ.

Кӗçех сӗтел-пукан, литература тата занятисем ирттерме кирлӗ хушма материалсем те çитмелле.

«Тимченко фондне тата Раççей Шахмат федерацине пире шаннăшăн, тӗрев панăшăн чӗререн тав тăватпăр! Эпир халӗ ачасем лайăх условисенче шахматла выляма пултарччăр тесе мӗн кирлине хатӗрлетпӗр», – тет Вера Уканеева.

 

В.Уканеева архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев