Ӳкерме хушмаççӗ-тӗк – итлемелле
Анат Кама хулин шкулӗсенчен пӗринче вӗренекен 13-ри арçын ача урамра çӳренӗ чухне сотовăй çыхăну вышки çуннине курнă та телефонӗ çине ӳкерсе пӗлӗшне ярса панă
Малалла хăйне мӗн кӗтнине шутлама та пултарайман. Видео ФСБ тимлӗхне лекнӗ иккен, ăçта пурăннине тупса ача патне килне хăвăрт çитнӗ. Ачана тытса чарма тата телефонӗпе компьютерне тӗрӗслеме илсе кайма тивнӗ. Кун çинчен ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗнче шкул директорӗ каласа панă, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Ача йӗркеллӗ çемьеренех пулнине пăхмасăр ашшӗ-амăшӗн ФСБ сотрудникӗсен ыйтăвӗсене хуравлама тивнех. Талăка яхăн пынă тӗрӗслевсем. Сотовăй çыхăну вышки çуннăшăн айăпӗ пулманнипе ачана киле янă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев