Халăх артисчӗ халăха пӗрлештерет
Çитес чăваш концерчӗ Çырчаллинче ноябрӗн 24-мӗшӗнче 19 сехетре Сара Садыкова ячӗллӗ концерт залӗнче пулать, Хусанта ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Аут-Холл» каçхи клубра çамрăксен ташă каçӗ иртет.
Вячеслав Христофоровăн концерчӗсем Çырчаллинче, унтан Хусанта кӗрлесе иртсе кайрӗç. Залсем тулсах çитеймерӗç пулин те кун пек вăйлă та илемлӗ концертра çынсем пайтахранпах курманччӗ. Çырчаллинчи концерт 3 сехете тăсăлчӗ, Хусанти – 2,5. Хусанти концерта паллă чăваш, нумай пулмасть «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медалье илме тивӗçнӗ Анатолий Самаренкин та килнӗччӗ. Ăна Христофоров сцена çине чӗнсе кăларсах çывхаракан çуралнă кунӗпе саламларӗ, нумай пулăшса пынăшăн тав турӗ.
А.К.Самаренкин Вячеслав Христофоровăн юбилейӗнче Шупашкарта пулни çинчен каласа пачӗ. Вăл унта чăвашсем ятарласа Пушкăртстанран, Алтайран, Питӗртен, Мускавран, Тюменьрен, Венгрирен килни çинчен пӗлтерчӗ.
«Пирӗн халăх артистне чăнах та пӗтӗм Раççейӗпех юратнине пӗлтерет çакă, – терӗ Анатолий Константинович. – Вăл пире савăнтарать, кăмăла уçтарать. Сывлăх, çирӗплӗх сунатпăр, нумай-нумай çул сцена çинчен çӗнӗ ăрăва та хăватлă юррисемпе савăнтармалла пултăр!»
Çырчаллинче те, Хусанта та фойере чăвашсем «Сувар» хаçата çырăнчӗç. Çак хаçатра эпир Тутарстанра тата ытти тăрăхсенче пурăнакан чăвашсен хыпарӗсене вуласа пӗлетпӗр. Чăваш хаçатне çырăнса эпир хамăра халăх пек упранма пулăшатпăр. Юрă-ташă концерчӗсем те, тăван чӗлхепе тухакан хаçат та пире пӗрлештереççӗ. Çавăнпа та хуласемпе ялсенче пӗрле пухăнма, калаçма концертсене çӳреме сӗнетпӗр. Ачăрсене илсе пырăр, паллаштарăр вӗсене. Çакă йăлана кӗмелле пултăр, халăх хунатăр!. Чăваш концерчӗсене билетсем илсе пама профкомсем те пулăшсан аван пулмалла.
Программăри юлашки – «Çумăр çăвать» юрра концертсене килнӗ чăвашсем «Янра юрă» ушкăнпа пӗрлех ура çине тăрса юрларӗç.
Концертсене куракансем Çырчаллинче Константин Илюхинпа унăн мăшăрне Лидияна тав турӗç чӗннӗшӗн, Хусанта «Сувар» хаçат редакцине ырă сăмахсем каларӗç куракансем. Çитес чăваш концерчӗ Çырчаллинче ноябрӗн 24-мӗшӗнче 19 сехетре Сара Садыкова ячӗллӗ концерт залӗнче пулать, Хусанта ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Аут-Холл» каçхи клубра çамрăксен ташă каçӗ иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев