Хӑлха питӗрӗнни коронавирус симптомӗ пулма пултарать
Турцире ирттернӗ тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 172 пациентран 31-шӗн хӑлхисем начар илтнӗ
Коронавируспа чирленӗ хӑш-пӗр пациентсем хӑлхисем хупланни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Хӑлха питӗрӗннине коронавирусӑн симптомӗсенчен пӗри пулма пултарать, теҫҫӗ тухтӑрсем. Роспотребнадзорӑн эпидемиологи енӗпе Тӗп наукӑпа тӗпчев институчӗн директор ҫумӗ Наталья Пшеничная та ҫакна ҫирӗплетнӗ.
Турцире ирттернӗ тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 172 пациентран 31-шӗн хӑлхисем начар илтнӗ. Коронавирусӑн ҫӑмӑл формипе чирлекенсенчен 12 процента яхӑн ҫыннӑн хӑлхисем питӗрӗннӗ.
Эксперт шучӗпе, ҫак симптом ОРВИ ерсен те пулма пултарать. Пшеничная палӑртнӑ тӑрӑх, хӑлха питӗрӗнни темиҫе кун хушши иртмесен тата хӑлхасем ыратма тытӑнсан, тӳрех врач-отоларинголог патне каймалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев