Хӗлле те сӗт ӳстерекен районсем пур
Пӗр ӗнерен нумай сӗт суса илекен малта пыракан районсем ҫаксем: Атня, Мамадыш, Кукмор, Саба, Балтаси
Раҫҫейри ял хуҫалӑх предприятийӗсем талӑкра суса илекен сӗтӗн калӑпӑшӗ ноябрь уйӑхӗнче 6 процента, 46,13 пин тонна ҫити ӳснӗ.
Ҫӗршывӑн сакӑр регионӗ пуринчен те ытларах сӗт ӳстернӗ, вӗсен хушшинче Тутарстан та пур тесе пӗлтерет республикӑри Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.
"Паянхи куна республикӑра талӑкне пӗтӗмӗшле 4,1 пин тонна сӗт ӑсатаҫҫӗ. Ҫак кӑтарту пӗлтӗрхинчен 250,7 тоннӑна ытларах.
Кунне пӗр ӗнерен вӑтамран 16,4 килограмм сӗт суса илеҫҫӗ. Ҫак кӑтарту пӗлтӗрхинчен 1,8 килограмм нумайрах, – тесе пӗлтереҫҫӗ пресс-службӑра.
Пӗр ӗнерен нумай сӗт суса илекен малта пыракан районсем ҫаксем: Атня, Мамадыш, Кукмор, Саба, Балтаси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев